"Восьмерка" - пысăк çăмăллăх
"Восьмерка" _ пысăк çăмăллăх Мĕн каласси пур: аякри ялтан телефон станцине заказ парса пĕр-пĕр хулапа е ялпа çыхăнма çăмăл мар. Паян вара Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав, Васан тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенче пурăнакансем телефон дискĕнче "8" цифра çавăрса Раççейри хуть те хăш регионпа та çыхăнма пултараççĕ. Çывăх вăхăтра "восьмерка" Вырăс Чукалпа Çĕнĕ Чукал, Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенче пурăнакансене те пысăк çăмăллăх кỹрĕ. Шăмăршăри ЛТЦ автоматла телефон станцийĕсен ĕçне лайăхлатсах пырать.
"Шăмăршă хыпарĕ"