ПĔЧĔК ХĔРЕ - ПЫСĂК ПАРНЕ
Чăваш Республикинчи "Вăхăт" ("Время") реклама агенстви çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем валли "Манăн ĕмĕтри çурт" ятпа ỹкерчĕксен конкурсĕ ирттернĕ. Унта пирĕн районти Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вĕренекен 5 класри Оксана Маркова та хутшăннă. Оксанăн тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетнĕ хĕрача ĕмĕтĕнчи çурчĕн ỹкерчĕкĕ республикăра малти вырăна тухнă. Çак кунсенче хаклă парне _ компьютер лартмалли сĕтел _ Марковсен килĕнче вырăн тупрĕ. "Сĕтелĕ пулчĕ, компьютер выляса илмелли çеç юлчĕ", - тет Оксана çакăн йышши конкурссене татах та хутшăнма ĕмĕтленсе.
"Шăмăршă хыпарĕ"