Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХИРСЕМ ПУШАНАÇÇĔ

"Колос" агрофирмăра юлашки çулсенче сахăр чĕкĕнтĕрĕ çине тимлĕх ытларах та ытларах уйăраççĕ. Кăçал та кунта ку культурăна районта чи нумай _ 200 гектар таранах акса хăварнă. Тухăçлă çитĕннĕ вăл. Кунта, паллах, пĕтĕм ĕçе механизациленин тỹпи те пысăк _ чĕкĕнтĕр пуссинче алă вăйĕпе усă курман тесен те юрать. _Кăçал Америкăра туса кăларнă "Амити" комплекс туянтăмăр, - терĕ хуçалăх ертỹçи. _ Укçа шеллемерĕмĕр _ вăл хăйĕн хакне темиçе хут та кăларасса шанатпăр. Халĕ хуçалăхăн чĕкĕнтĕр пуссинче хĕрỹ ĕç вĕрет _ пылак тымар çимĕçе пухса кĕртеççĕ. Ку ĕç те, ĕлĕкхи пек, çынсене хутшăнтармасăрах иртет. Чĕкĕнтĕр çулçине С.Кузьмин механизатор çулать, тымар çимĕçне вара В.Владимиров "Амити" комбайнпа кăларать. _Агрегатăн ĕç тухăçлăхĕ пысăк, - тет чĕкĕнтĕре турттарса тăракан Чăваш республикин Президенчĕн стипендиачĕ А.Петров, - ĕлкĕрсе пыма йывăр. Çакна хамăр та курса ĕнентĕмĕр: пирĕн умрах çамрăк механизатор темиçе рейс тума ĕлкĕрчĕ. Механизаторсемпе ертỹçĕ каланă тăрăх, çанталăк чипер тăрсан, хуçалăхра ку ĕçе çитес кунсенчех вĕçлеме май пур. Пуянкассисем вара ĕçре хăраса тăракансем мар. "Колоспа" кỹршĕллĕ "Исток" хуçалăхра та чĕкĕнтĕр кăларма пуçланă. 75 гектар çинче çитĕнтернĕ ăна. Тымар çимĕçе А.Кузнецов механизатор кăларать. Паянхи куна лаптăкăн чĕрĕкĕ пушанма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Чĕкĕнтĕре Н.Яковлев водительпе А.Петров тракторист турттарса тăраççĕ. _Продукцие Чăнлăри сахăр заводне ăсататпăр, килĕшỹ туса хатĕрленĕ, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов. _Ĕçлекенсене туллин хавхалантарма тăрăшатпăр, вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр. Чĕкĕнтĕре тасатма ялти вăтам шкулта тата Шăмăршăри лицейра вĕренекенсем пысăк пулăшу параççĕ. Чăннипех маттур ачасем: ĕçчен ăру çитĕнни савăнтарать. Хуçалăхра ытти уй-хир ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленнĕ. Кĕр тыррисене кунта 180 гектар _ 80 гектар ырашпа 100 гектар тулă _ акса хăварнă. П.Смаев механизатор ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлани пирки иккĕленме кирлĕ мар. Кĕр акинче Н.Кузьмин, А.Смаев, В.Якушов сеяльщиксем те хастар пулнă. Çакна та палăртса хăвармалла: пĕтĕм лаптăка минераллă удобренисемпе акса хăварнă. Хуçалăхра вырма паттăрĕсем те паллă. Кăçал В.Тимофеевпа П.Смаев экипажĕ пуринчен те ытларах тырă çапса тĕшĕленĕ иккен, вĕсен "ДОН-1500" "уй-хир карапĕ" чăннипех тухăçлă ĕçленĕ. Халĕ вĕсем тракторсемпе ĕçлеççĕ. П.Смаев, сăмахран, çĕртме сухи тунă çĕрте хастарлăх кăтартать. Çĕртме сухи тенĕрен, ку ĕç хуçалăхра япăх мар пырать теме пулать. 600 гектар сухаламалла пулсан, самаях пысăк лаптăк суха касси айне пулнă. П.Смаевсăр пуçне, ку ĕçре А.Ларшников механизатор та тăрăшуллă, Шамкай бригадинче _ В.Заказов.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 сентября 2004
00:00
Поделиться