Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНТЕРỸÇĔ - ПУЯНКАССИ ХĔРĔ

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Раççейри "Глобал Эдж" компани "Вăрман хаçатĕнче" шкул ачисен вăрман пуянлăхĕпе илемĕ çинчен хайланă сочиненисен, сăвă-калавсен, ỹкерчĕксен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче "Чăваш вăрманĕ" Наци паркне савăнăçлă хыпар çитнĕ: конкурсра пирĕн ентеш, кăçал Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкултан вĕренсе тухнă Е.Петрова çĕнтернĕ иккен. Комисси унăн ĕçне пысăка хурса хакланă, Еленăн сочиненине "Ачасем вăрман çинчен" кĕнекене кĕртнĕ. Çĕнтерỹçĕ çавăн пекех "Глобал Эдж" компанин асăнмалăх парнине те тивĕçнĕ. Саламлатпăр сана, Лена!



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 сентября 2004
00:00
Поделиться