Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАВРĂНĔ-ШИ КАЯЛЛА ШКУЛ ФОРМИ?

СИСМЕРĔМĔР те çуллахи каникул ачасемшĕн вĕçленнине. Каллех ирех тăрса çăвăнса тумланмалла, тирпейленсе шкула утмалла. Пĕлỹ пухассишĕн уроксенче вĕрентекен çинчен куçа илмесĕр тимлесе лармалла. Шкула ыран каймалла тенĕ чухне ачасем шкула мĕн тăхăнса каясси пирки пуçĕсене ватрĕç. Пĕрисен шурă кĕпи, блузки çук, теприсем шăлавар тупаймаççĕ. Пĕр куншăнах никамăн та укçа парса илес килмест пулĕ çав. Ара, халĕ шкула мĕн тăхăнса кайсан та чару çук-çке. Акă, Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна та вĕренекенсем тĕрлĕрен тăхăнса пынă. Нивушлĕ ачасен шурă кĕпе, хĕрсен шурă блузка тăхăнса пырсан юраман. Çакă пĕр шкулта кăна мар, пуринче те çавах. Эх, шкул форми пулнă пулсан куç ытарайми ачасем тăмаллаччĕ те линейкăсенче... Шел, ăна пăрахăçларăмăр, килĕштермерĕмĕр курăнать. Анчах шкул форми сыхланса юлнă пулсан нумай ашшĕ-амăшне çăмăлрах пулĕччĕ, укçине мода хыççăн хăвалакан ачисемшĕн тăккаламалла пулмĕччĕ. Тĕрĕс, сахал мар тарăхтараççĕ тум-тир тĕлĕшпе шкула çỹрекен ачасем. Юлташĕ çĕнĕ япала илнĕ _ унăн та илтермелле. Ашшĕ-амăшĕ илсе памĕччĕ, юлташĕсем тĕпренчĕкĕсенчен тăрăхласа кулаççĕ. Ара, никамăн та ачине начар тăвас килмест пулĕ çав. Çапла, тарăхаççĕ ашшĕпе амăшĕ. Анчах темшĕн шкул пухăвĕсенче шкул форми йышăнасси пирки хускатмаççĕ. Вĕсемпе вĕрентекенсем те килĕшеççех пулĕ. Учительсене те йăлăхтарчĕç -тĕр мода çуртĕнчи пек çỹрекен ачасем. Пурте пĕрле тăрăшса пăхсан, шкул формине каялла шкулсене илсе килме пулатех ĕнтĕ. Анчах çак кун часах çитейĕ-ши тесе кĕтмелли çеç юлать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться