Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"КАШНИ ХАЛĂХА ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПУЛТАРНĂ".

Валерий Николаевич Яковлев _ СССР халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх премийĕн икĕ хут лауреачĕ, театр искусстви тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ, К.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕн художествăлла ертỹçи, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ _Пирĕн театрăн проблемисем _ мĕнлерех вĕсем? _Паян театр проблемисем пĕтĕмĕшле çивĕч тăраççĕ. Раççейре стационарлă театрсем пирки калаçу пырать. Кирлех-ши вĕсем паян? Малашне те çакăн евĕр ĕçлеме пултарать-и вăл? Театрсене уйрăм çынсем туянаççĕ, коммерциллĕ театрсем уçаççĕ. Ман шутпа стационарлă театр -вырăс искусстви тунă чи пысăк çитĕнỹ. Çирĕп труппа, çирĕп репертуар, актерсен, режиссерсен театр шкулĕ, искусствăна пĕтĕмĕшле ăнланни... Пирĕн çĕршыври наци театрĕсем _ пĕртен-пĕр культура пĕрлешĕвĕ. Ку пĕрлешỹре пĕр-пĕр наци çыннисем хăйсене çывăх драматургине тупаççĕ, халăхăн иртнĕ, паянхи тата малашнехи историллĕ пурнăçĕпе çыхăннă проблемăсем çинчен пĕлеççĕ. Регионра пурăнакансем наци театрĕнче ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пуянланаççĕ. Кун пек театрсем сахал. _Мĕнле юхăмпа аталанĕ чăваш театрĕ? _Чи малтанах ĕлĕкхи йăла-йĕркесене, чăвашсен илемлĕх тĕнчине, пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе çыхăннă, çын çĕр çинче пĕртен-пĕр чун, ун тавра _ чĕрĕ тĕнче текен язычество ăнтăлăвне упраса хăвармалла. Йывăçсем, чĕрчунсем, тỹпе, çĕр_чĕрĕ япаласем, вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннă. Кирек мĕнле ĕçе те çыннăн танлаштарса пăхмалла. Çак проблемăсене фольклор, этнографи, кĕвĕ, илемлĕ сăмах çинче никĕсленнĕ наци драматургинче ("Нарспи", "Айдар", "Кай, кай, Ивана" тата ытти спектакльсенче) çутатса панă. Çакăнпа пĕрлех Раççей тата тĕнче театрĕсен малашлăхĕнче _ çĕнĕ юхăмсем шыратпăр. Чăваш Республики икĕ культура (хĕвеланăçпа хĕвелтухăç) чиккинче вырнаçнă. Вăл час-часах хĕвелтухăç тĕнчекурăмĕ патне туртăнать. Чĕрĕ çутçанталăкпа леш тĕнче çыхăнса каяççĕ, театр искусствинче тĕпчемелли тема пулса тăраççĕ. Авалхи грексен искусствинчен, Европăн классикăлла драматургинчен тухнă паянхи театр та аталанса пырать. Унра метафорăсем, сăнарлăх, чĕлхе пуянлăхне шыраççĕ. Ку енĕпе те эпир пысăк интереслĕ опыт пухнă: тĕслĕхрен, чăваш драматургĕ Николай Терентьев çырнă "Çĕрпе хĕр" спектакль, вырăс писателĕн Валентин Распутинăн произведенийĕсемпе, Борис Чиндыков драматург пьесипе лартнă "Çатан карта çинчи хура хăмла çырли" спектакль. Пирĕн театр Хусан, Уфа, Ярославль, Орел хулисенче иртнĕ нумай фестивальсене хутшăннă. Пĕрремĕш вырăнсем сахал мар çĕнсе илнĕ, хушăран - Гран-при те. Труппа ывăнма пĕлмесĕр çĕнĕ шыравсем тума хатĕр. Актерсем пурте тенĕ пекех Мускаври, Санкт-Петербургри театр шкулĕсене вĕренсе пĕтернисем, лайăх пĕлỹ илнĕ, çỹллĕ шайри профессионалсем. Вера Кузьмина, Николай Григорьев, Нина Яковлева, Нина Григорьева, Валентина Трифонова, Геннадий Большаков, Валентина Ситова, Светлана Андреева ăстасем те вăй хураççĕ. Труппа ỹсет, пуянланать, аслă тата кĕçĕн ăрусем хушшинче çыхăну пур. _ "Кино театра хĕссе кăларать",- теççĕ. Чăваш Енре урăхларах ỹкерчĕк, театр киноран малта пырать. _Театр никама та хĕссе кăларман. Паян эпир, шел пулин те, кино ỹкерместпĕр. Максимов-Кошкинский хыççăн пирĕн кинопродукци, илемлĕ кино пулман та, мĕншĕн тесен киностуди çук. _Максимов-Кошкинский ĕçне малалла тăсас, авторла илемлĕ фильм ỹкерес кăмăлсем çук-и, пур пулсан мĕн çинчен, мĕнле темăпа? _Хама хам ытлашши шаннă пек пулать ĕнтĕ, анчах пултарнă пулăттăм. Эпĕ, сăмах май, 70 çулсен вĕçнеллех "Улах" _ "Посиделки" вăйăлла фильм ỹкерме хăтланса пăхнăччĕ. Вăл, шел пулин те, хурапа шурă тĕслĕ. Анчах ăна паллă режиссерсем пăхса тĕлĕннĕччĕ. Студи пулнă пулсан, ку жанрпа та ĕçлесе пăхнă пулăттăм. Анчах кино ỹкерме укçа-тенкĕ кирлĕ. Максимов-Кошкинский кинона укçасăр туман. Ун чухне "Чăвашкино" Мускавран укçа-тенкĕ парса пулăшнипе тытăнса тăнă, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленĕ. Ман шутпа, кино пулатех. Нумай актерсен кинора ỹкерĕнес кăмăлĕсем пысăк. Тен, эпĕ пултарнă пулăттăм. Паян телевиденипе кăтартакан фильмсене пăхатăп та _ вĕсем мана хăпартлантармаççĕ. Идея тата пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мар, кадр тума пĕлес, асра юлмалла тăвас, идейине палăртма пĕлес тĕлĕшпе начар. Ман шутпа, кино ỹкерес шай чакнă. Эпĕ хамăрăн паллă кинорежиссерсем, операторсем ỹкернĕ ĕлĕкхи фильмсене пăхма кăмăллатăп, вĕсенче кашни кадр хăй вырăнĕнче. Паянхи паллă фильмсене - эпĕ нумай сериллисем çинчен каламастăп, вĕсене пăхма кичем, - илемлĕх тĕлĕшпе туса çитереймен. _Сирĕн професси пĕлтерĕшĕ мĕнре? _Режиссура вăл _ пурнăç çине мĕнле пăхни. Режиссерăн классикăра е паянхи произведенисенче çĕннине курма, хăв мĕнле ăнланнине, хăвăн шухăша илемлĕ кăтартса пама пĕлмелле. Фестивальсенче нумай паллă театрсемпе, театр деятелĕсемпе, актерсемпе ăмăртатпăр. Унта, фестивальсенче эпир ыттисенчен начартарах, пирĕн актерсем ун пек пултараймаççĕ текен туйăм çуралман. Актерпа режиссер лайăх, интереслĕ, проблемăллă драматурги çинче ỹсеççĕ. Шел пулин те, пирĕн интереслĕ, лайăх пьесăсем çук. Ытларах чухне пьесăсене хамăра ăнланмалла шая, актерсен ăсталăхĕн шайне çитерме тивет, классиксене (Пушкин, Горький) илсен вара произведенисен илемлĕ шайне çитиччен хамăрăн ỹсмелле. Эпир драматургсен конкурсне ирттересси пирки пĕлтертĕмĕр, 15 пьеса тăратнă та ĕнтĕ - ку маншăн кĕтмен япала. Тăтăшах çырса тăракан драматургсем пĕрре-иккĕ кăна пирĕн. Сахалăн вĕсем. Тен, малашне пулĕç, вăхăчĕ çитмен пулĕ. Халлĕхе театрсене драматурги çитмест, уйрăмах пирĕн театра. Иртнĕ çулта пирĕн пата Мускавран вунвиçĕ çамрăк актер килчĕç - Щепкин ячĕпе хисепленекен театр училищине вĕренсе пĕтер нĕскерсем. Вăй-халĕсем çителĕклĕ, кăмăлĕсем пысăк. Планра _ чăвашсен паллă драматургĕн Федор Павловăн классики, "Ялта" пьеса. 40 çул ытла лартман пулĕ ку пьесăна пирĕн сцена çинче. Планра тата - Александр Сергеевич Пушкинăн "Каменный гость" ("Дон-Жуан") произведенийĕ. Пирĕн чăваш драматургĕсем лайăх пьесăсем парнелессе шанатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, çĕнĕ сезонра театр та, куракансем те мĕн те пулин интересли, çĕнни кĕтеççĕ. Искусствăра малашне мĕн пулассине пĕлме çук, анчах театр Патшалăх премине илнĕ хыççăн каялла чакма юрамасть, куракансем пирĕнтен çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ. Режиссерсенчен те, актерсенчен те. _Чăваш Республикин культурипе искусствине аталантарас тĕлĕшпе мĕн тумалла? _Ман шутпа, Чăваш Республикинче паян ку тĕлĕшпе лару-тăрусем начар мар. Ертỹçĕсем, республика Правительстви, чи малтанах, паллах Николай Васильевич Федоров Президент çак пĕлтерĕшлĕ ыйту çине пысăк тимлĕх хураççĕ. Эпир хамăр çинчен маннă пек туймастпăр. Искусство ĕçченĕсене, уйрăммăн илсен _ театра, пулăшакан указсемпе постановленисем тухаççĕ. Паллах, пĕтĕмпех лайăх тесе калама çук, уйрăмах укçа-тенкĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе. Пурнăç улшăнать, йывăрланать, пĕтĕмпех хакланса пырать. Чăн-чăн илемлĕ произведенисем тума çăмăл мар, вĕсем хакла лараççĕ. Анчах темăна кассăна укçа-тенкĕ пырса кĕнипе кăна хаклама май çук. Паллах, комедисене ытларах кăмăллаççĕ, анчах çынна çак тĕнчене мĕншĕн килни, мĕншĕн пурăнни çинчен шухăшлаттаракан чăн-чăн искусство та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Культурăна аталанма пулăшмаллах тесе шутлатăп эпĕ. Ăс_тăнлă наци культурисĕр халăх хăй пĕлтерĕшне çухатать. Пирĕн чăвашсен ĕмĕрсем витĕр тухнă, пĕтĕм тĕнчешĕн интереслĕ культура пуянлăхĕ пысăк. _Паянхи пурнăç культурине пуянлатас тĕлĕшпе чăваш халăхĕ мĕн тума пултарать? _Пур халăха та çут çанталăк пултарнă, унăн пурăнма ирĕк пур. Çĕр çинче тĕрлĕ курăксем, йывăçсем ỹсеççĕ, вĕсем пĕр-пĕрне кансĕрлемеççĕ. Чăвашсен çĕр пин юрă, сăмах, тĕрĕ. Çак пуянлăха вăл тĕнче цивилизацине парнеленĕ ĕнтĕ. Паллах, Аргентина е Мексика культурине аталантарас тĕллев никам та лартмасть. Сăмах кунта пĕр-пĕрне пулăшасси, малалла аталантарасси пирки пырать. Эпир илемлĕхе, шухăшлав сăнарлăхне, метафорăсемпе пуян чĕлхене çухатман. Çав вăхăтрах вĕсем искусство хатĕрĕсем те. Театр искусстви _ минутлăх, çеккунтлăх самант. Çынлăх цивилизацийĕн пĕрлехи культурине чăваш кĕвви, наци тĕррин искусстви кĕреççĕ. Çавăн пекех, илемлĕ сăмахсен сайра тĕл пулакан словарь саппасĕ. Ашмаринăн "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки" пек пысăк калăпăшлă, пуян словарь пур халăхсен те çук. Акă, тĕслĕхрен, мăнуксене ăнлантаратăп. Вырăс чĕлхинче "дедушка", "бабушка" сăмахсем пур. Чăваш чĕлхинче çак сăмахсене тĕрлĕрен куçарма пулать: "асатте", "асанне", "кукаçи", "куками", урăхларах синонимсем те пур. Мĕн чухлĕ сăмах çаврăнăшĕ! Чăваш чĕлхи _ пуян, илемлĕ, авалхи чĕлхесенчен пĕри. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ, ăна тĕнче шайĕнчи ăсчахсем тĕпчеççĕ. _Эсир лартакан спектакльсем мĕн çинче никĕсленеççĕ? _Чăваш çĕрне, чăвашсен йăли-йĕркисене юратни çинче. Эпĕ Чăваш Республикин чиккинче, Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче ỹссе çитĕннĕ. Унта пуян та илемлĕ йăла-йĕркесем упранса юлнă. Çемье авалхи патриархат ăрăвĕчченех пырать, сăмахлăхпа, юрă-кĕвĕпе пуян. Эпĕ тахçантанпах хулара пурăнатăп ĕнтĕ, анчах ача чухне асра юлнисене манаймастăп. Вăрманлă, çăлкуçлă, чечеклĕ улăх-çаранлă Шăмăршă тăрăхĕнче пулсах тăратăп. Хальхи пурнăç çыннисене ăнланасси, мăн асаттесемпе çыхăну тытасси, ĕлĕкхине хальхипе çыхăнтаратсси, паянхи пурнăçри çыннăн туйăмĕсемпе пăшăрханăвĕсем - çаксем пурте мана интереслентереççĕ. Паянхи пурнăç çине пăхасси, хăш-пĕр япаласемпе килĕшесси е килĕшмесси çỹлерех асăннă пулăмсенчен килет. Пире терракт кирлĕ мар "Эпир _ теракта хирĕç!" -çак девизпа пурăнать паян Раççей халăхĕ. Çурçĕр Осети Республикинчи Беслан хулинче шкула террористсем ярса илсен, телевизор пăхнă чухне, лăпкă чĕреллĕ çын юлмарĕ те пулĕ çĕр çинче. Мĕншĕн шăпах шкулти ачасене ярса илмелле пулнă вĕсен? Мĕнпе айăпа кĕнĕ пурнăç чечекĕсем? Шăпах Пĕлỹ кунĕнче пуçланчĕ-çке çак ирсĕрле ĕç. Ачасен хаваслă йăл кулли ăмăр çанталăк тĕсĕпе хупланчĕ. Нимпе те айăпа кĕмен çынсене ярса илекенсене тискер чĕрчунсемпе кăна танлаштарма пулать. Тепĕр тесен, тискер чĕрчун та террористран чунлăрах. Пĕтĕм тĕнчери пекех, Раççейре те террора, вăрçа хирĕç кар çĕкленчĕç. Анчах чунсăр тăшмана парăнтараймастпăр-ха. Эрне хушшинче икĕ самолет ỹкрĕ, Мускаври Рижское метро патĕнчи сирпĕтỹ тата, пуринчен те хăрушăраххи, Беслан хулинчи теракт: ачасен вилĕмĕ. Нимпе те айăпа кĕмен шкул ачисен вилĕмне курсан чĕре хĕссе ыратать, куçран шăпăртатса куççуль юхать. Вĕсем пирĕн пекех, пирĕнпе пĕр çултисем, пиртен кĕçĕннисем. Беслан хулинчи пĕрремĕш шкула тепĕр хут уçмĕç. Вăл текех ачасене йыхравласа урока чĕнеймĕ. Ун вырăнĕнче Пĕлỹ кунĕнче шар курнисене асăнса палăк лартĕç. Анчах çак тискер пулăм халăх асĕнчен нихăçан та каймĕ. Терракт вырăнĕнче халĕ чечексем те шыв татăлмĕ. Шывсăр типнĕ ачасен текех инкек-синкек курмалла ан пултăрччĕ. Канлĕ çывăрччĕр, нимпе те айăпа кĕмен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, тăван-хурăнташĕсем. Эпир сире нихăçан та асран кăлармăпăр!



11 сентября 2004
00:00
Поделиться