Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАЛЛЕХ - АВАРИ, КАЛЛЕХ - КУÇÇУЛЬ...

КĂÇАЛ районти çул-йĕрсем çинче аварисем тăвасси сисĕмлех ỹсрĕ. Сăмахран, иртнĕ çулхи 8 уйăхра 3 аварие, вĕсенче 5 çын аманнине регистрациленĕ пулсан, 2004 çулта çак тапхăрта 14 авари пулнă, 17 çын суранланнă. Акă, августра кăна 2 транспорт хатĕрĕ авари тунă. Вĕсен сăлтавĕ водительсен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă. Çĕнĕ Шăмăршă çамрăкĕ "Жигули" çине 2 пассажира лартса çул çине тухсан хăвăртлăх правилисем çинчен манса кайнă. Çакна пула çăмăл автомашина "Çĕрпỹ-Ульяновск" трасса çинче, Виçпỹрт Шăмăршă тĕлĕнче çаврăнса ỹкнĕ, пассажирсем суранланнă. Пăчăрлă Пашьел çамрăкĕ те хăйсен ялĕн хĕрринче мотоциклпа çаврăнса ỹкнĕ. Водитель хăй те, унпа пĕрле ларса пынă пассажир та çула тухас умĕн эрех ĕçнĕ пулнă. Техника ỹсĕр çынсене юратмасть çав _ çамрăксем больницăна çакланнă. Вĕсем мотошлемсăр пулнă. Сăмах май каласан, район территорийĕнче мотошлемсăр çỹрекен мотоциклистсене час-часах курма пулать. Вĕсем хушшинче 16 çула çитменнисем те пур. Кунсăр пуçне транспорт хатĕрĕ çинче патшалăх номер палли те çук. "А" категориллĕ водитель удостоверенийĕсĕр мотоцикл çине ларма юраманни çинчен яшсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен те асрах тытмалла. Ятарлă удостоверени илес тесен, Патăрьелĕнчи РОСТОн Шăмăршăри филиалĕн курсĕнче вĕренмелле (вăл "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн çуртĕнче вырнаçнă). Транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ларас умĕн алкоголь шĕвекĕсем ĕçни _ пысăк инкек патне илсе çитерме пултарни пирки нумай калаçатпăр, хаçатра çыратпăр. Ỹсĕр водительсен шучĕ çав-çавах чакмасть-ха. Акă, август уйăхĕнче кăна 31 ỹсĕр водителе тытса чарнă, вĕсенчен 19-шĕ _ район çыннисем. Августăн 16-29-мĕшĕсенче районта "Автобус" операцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Çак вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем çула тухнă автобуссене, вĕсен техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ. Сентябрĕн 13-26-мĕшĕсенче çак операцин иккĕмĕш тапхăрĕ пулать. Хальхи вăхăтра вара "Асăрханăр: ачасем!" операци пырать, вăл сентябрĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ачасен вĕренỹ çулĕ пуçланнă май, водительсен çул-йĕрсем çинче тимлĕхе ỹстермелле. Урамсемпе пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе пымалла мар. Ачасен хăйсен те çул çинчи тимлĕх пирки манмалла мар. Трасса урлă каçса шкула çỹрекенсен çулăн икĕ енне те пă- хса илмелле. Çывăхра транспорт хатĕрĕ пулсан тăхтаса тăмалла. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисем пирки ачасене ашшĕ-амăшĕсен те, учительсен те асăрхаттарса тăмалла. Транспорт хатĕрĕсене техосмотр витĕр кăларасси çав-çавах кирлĕ пек пымасть-ха. Ку енĕпе уйрăмах хăйсен харпăрлăхĕнче транспорт хатĕрĕ тытакансем васкамаççĕ. Техникăна техосмотр валли хатĕрлесе çитерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Юсавсăр транспорт хатĕрĕ хуçине те, ыттисене те пысăк инкек кăтартма пултарать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться