Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХĔЛ ÇЫВХАРАТЬ, СИСМЕСТĔР-И?

ÇАК кунсенче Чăваш Республикинчи Строительство министерствинче ведомство тулашĕнчи комиссин ларăвĕ пулса иртрĕ, унта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă сфера объекчĕсене 2004-2005 çулхи хĕллехи хутмалли сезона мĕнле хатĕрленине тишкерсе тухрĕç. Комисси çапла йышăнчĕ: сентябрĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр хĕллехи хутмалли сезона хатĕрленмелли тĕп ĕçсене вĕçлемелле; октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кашни котельнăйăн хатĕрлĕх паспорчĕ пулмалла. Ĕçлĕ комисси сентябрĕн 20-25-мĕшĕсенче, Энергонадзор специалисчĕсемпе пĕрле, котельнăйсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухĕ. Хутса ăшăтмалли системăна гидропневматикăлла çуса тасатмасан тата опрессовка тумасан хатĕрлĕх паспортне памаççĕ. Паспортсăр котельнăйсене "Регионгазпа" "Чувашсетьгаз" газпа усă курма чараççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, юлнă кунсенче котельнăйсене хутмалли сезона хатĕрлесе çитерес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçламалла. Район центрĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрсене юсасси те _ çивĕч ыйту. Космовский урамĕнчи 15, 12, 14 çуртсенче пурăнакансем коммуналлă служба çителĕксĕр ĕçлени пирки тĕрĕс пăшăрханаççĕ. Çанталăк сивĕтсен тин хыпаланнин усси нумай мар, ăшă кунсене халлап çапса ирттерни хака ларма пултарать. Подъездсен алăкĕсем хупăнманни е хăрах тăпса çинче çеç çакăнса тăни, чỹречесем çĕмрĕк пулни нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене те пăшăрхантармалла. Мĕншĕн-ха ялан такам килсе ĕçлесе парасса кĕтетпĕр, хамăр вăйпа ним те тума тăрăшмастпăр? Çакна тирпей-илем пирки те каламалла. Бюджет организацийĕсен тата ЖКХ предприятийĕсен котельнăйĕсене 45 талăклăх топливăпа тивĕçтермелле. Котельнăйсенче ĕçлекенсене аттестацилессине те вĕçлемелле, дисциплинăллă тата яваплăха çирĕп туякан çынсене çеç суйласа илмелле. Котельнăй взрыв пулас хăрушлăх пысăк производство объекчĕ шутланать. Çавăнпа та кашни котельнăйăн ятарлă лицензи пулмалла, учетпа контроль приборĕсем вырнаçтармалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться