Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЕЛОЧКА" ЛАЙĂХ СИПЛЕТ, УСĂЛЛĂ КАНТАРАТЬ.

Ытарма çук илемлĕ вырăнта _ Карапай Шăмăршă ялĕ çумĕнчи хырлăхра вырнаçнă Чăваш Республикинчи Сывлăх министерствин ачасен туберкулезне сиплекен санаторийĕ. Официаллă хутсем çинче вăл "ГУЗ РДПТС МЗ ЧР "Елочка" тесе çырăнать. Хамăр тăрăхра пурăнакансем вара чĕлхене хуçмасăр "Елочка" санатори", теççĕ. Санаторире ачасен сывлăхне çирĕплетме пур условисем те çителĕклĕ: хыр вăрманĕн сиплĕ сывлăшĕ те, сĕтеклĕ апат-çимĕç те, медицина ĕçченĕсен ырă кăмăлĕ те çитĕнекен организмшăн çав тери усăллă. "Елочкăн" хуçипе _ санаторин тĕп врачĕпе Н.И.Поликарповпа çутă та хăтлă корпуссене курса çỹрерĕмĕр. _Хальхи вăхăтра пирĕн патăрта республикăн тĕрлĕ районĕсенчен килнĕ 60 ача сипленет, - терĕ Николай Иванович. _ Çывăх вăхăтрах йыш татах ỹсмелле. Пĕтĕмпе вара санатори 100 ачана йышăнма пултарать. Çичĕ çултан пуçласа вун çичĕ çула çитичченхи ачасем санатори çумĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ илеççĕ. Л.В.Парамонова завуч шкулта пултаруллă ачасем нумаййи çинчен савăнсах пĕлтерчĕ. Кунта тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем пулса иртеççĕ, конкурссемпе викторинăсем йĕркелеççĕ. Санаторире сывă пурнăç йĕрки _ тĕп тимлĕхре. Спорт залĕ яланах уçă, унта темиçе секци ĕçлет. Ачасем ирпе физзарядка тăваççĕ, уçă сывлăш техĕмне кăкăр тулли сывласа киленеççĕ. Л.В.Измайлова преподаватель программăпа пăхнă спорт мероприятийĕсене çỹллĕ шайра ирттерме тăрăшать. Санаторири медицина ĕçсенĕсемпе преподавательсем районта пулакан спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Çакна Дипломсемпе Хисеп грамотисем те çирĕплетсе параççĕ. 2000 çулта санаторие çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. _Унтанпа пỹлĕмсенче пĕрре те сивĕ пулман,- савăнсах каласа параççĕ кунта ĕçлекенсем. _Газ кĕртни _ чăн-чăн ырлăх. Пурăнан пурнăçра тем те сиксе тухма пултарать. Çакна шута илсе, котельнăйра газ хуранĕсемсĕр пуçне запасра кăмрăкпа хутса ăшăтмалли хуран та пур. _Икĕ машина çĕр кăмрăкĕ туянтăмăр, - пĕлтерчĕ Н.И.Поликарпов тĕп врач. _Вутă та хатĕрлетпĕр. Кĕтмен лару-тăру сиксе тухас пулсан (ун пек пулма Турă ан хуштăрах!), санатори çурчĕсене темиçе кун хушши ăшăтма май тупăпăр. Кашни учрежденири пекех, санаторин те хăйĕн çивĕч ыйтăвĕсем пур. Тĕп врач тем пекех корпуссене юсасшăн, сăрласа илемлетесшĕн. Укçа-тенкĕ çукки чарса тăрать. Çапах та коллектив шанăçпа пурăнать. Санатори _ республикăра та лайăххисен шутĕнче. Шупашкар пулăшасса çирĕп шанаççĕ кунта. Шăмăршă районĕн ертỹçисем вара пулăшасран нихăçан та пăрăнмаççĕ. Ачасем лайăх сипленме, тăрăшса вĕренме, усăллă канма пултарччĕр тесе район Пухăвĕн депутачĕ Н.И.Поликарпов ертсе пыракан коллектив çанна тавăрса ĕçлет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться