Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĂВАШ УНИВЕРСИТЕЧĔН ПĔРРЕМĔШ РЕКТОРĔ.

С.Ф.Сайкин профессор çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май) Семен Федорович Сайкин... Ун ятне илтмен- пĕлмен чăваш та сахал пулĕ. Пултаруллă ученăй, хăйĕн пурнăçĕн аллă ытла çулне наукăна халалланă чăваш çынни, пирĕн мухтавлă ентеш район историйĕн сумлă кĕнекинче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлма тивĕç. 1974 ÇУЛХИ çу кунĕсем. Эпир, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универститетне вĕренме кĕрес ĕмĕтпе çунатланнă абитуриентсем, йышăну комиссийĕн пỹлĕмĕ умĕнче кĕпĕрленсе тăратпăр. _Ректор килет! - пĕлтерчĕ тахăшĕ ушкăна. _Сайкин хăй килнĕ! Сайкин профессор ятне унчченех илтнĕ-ха. Вăл пирĕн ялтан инçе мар вырнаçнă Тури Чаткасра çуралса ỹснине те пĕлеттĕм. Хăйне вара пуçласа куртăм. Вăтам пỹллĕ, васкамасăр утать, çынна шăтарасла тимлĕн сăнаса пăхать. Пĕрре курсанах вăл мана мăнкăмăллăрах пек те туйăнчĕ, анчах хĕсĕкрех куçĕсем кулса пăхни çак шухăша сирсе ывăтрĕ. _Вĕренме кĕресшĕн-и? - ăшшăн сывлăх суннă хыççăн пирĕнпе сăмахларĕ Семен Федорович. _ Халĕ вĕренмесен юрамасть, ăслă çынсем пур çĕрте те кирлĕ. Университетра пĕлỹ пухнă çулсенче С.Ф.Сайкина темиçе хут та курнă, тĕл пулса калаçнă та, ун пирки студентсем тата преподавательсем ырласа çеç калани чуна савăнтаратчĕ. Мĕн тесен те, ентеш-çке, "хамăрăн ректор" тесе мухтанас та килетчĕ. Çук-çук, Семен Федорович мана вĕренỹре нимĕн чухлĕ те пулăшман тата унран пулăшу та ыйтман эпĕ, анчах университет хуçи ентеш пулни мана темле асамлă вăй парса тăратчĕ. Семен Федорович Сайкин 1914 çулти сентябрĕн 14-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Тури Чаткас ялĕнче çуралнă. "Манăн атте _ Сайка Хĕветĕрĕ _ ĕмĕрĕ тăршшĕпех çĕр сухаланă,_ хăйĕн йывăр кун-çулне аса илсе çырнă Семен Федорович. _ Атте вĕреннĕ çынсене питĕ юрататчĕ, пире те çутта кăларасшăн тăрăшрĕ. Пирĕн килте темиçе кĕнеке тата 1914 çулта ялти пуçламăш шкула хупнă хыççăн илсе килнĕ "Всемирная иллюстрация" журнал пуххи пурччĕ. Манăн чи малтанхи учитель _ Никифор Васильевич Патов. Вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçине те хутшăннă, Финляндире тыткăнра пулнă. Никифор Васильевич сĕрме купăспа илемлĕ калатчĕ, юрăсем те çыратчĕ. Шкулта ачасен хорне йĕркелесе ячĕ, дирижерĕ те хăехчĕ. Çак юрă асăмра юлнă: "Хĕвел анчĕ, тĕттĕмленчĕ, Çырма-çатра пытанчĕ. Сăрт тăррисем шĕвĕрленчĕç, Вăрман хĕрри хуралчĕ". Малалла вĕренес ĕмĕт пысăк пулнипех, вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн С.Сайкин Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне кайса кĕнĕ, ăна чи лайăх паллăсемпе çеç пĕтернĕ. Унтан университетри механика кафедри çумĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, С.Сайкин фронта тухса кайнă. Паттăрлăхпа хăюллăхшăн ăна Отечествăлла вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата 13 медальпе наградăланă. Фронтран таврăнсан, çамрăк офицер пĕр хушă Хусанти суворовецсен училищинче вĕрентнĕ. Унтан ăна каллех тăван университета чĕнсе илнĕ _ 1951-1952 çулсенче вăл университет çумĕнчи Н.Г.Чебатеров ячĕллĕ НИИре аслă наука сотрудникĕ тата пай пуçлăхĕ пулса, 1952-1967 çулсенче университетри физикăпа математика факультечĕн, каярахпа механикăпа математика факультечĕн деканĕ пулса вăй хунă, теори механикин кафедрине ертсе пынă. Семен Федорович 1948 çулта наука кандидачĕн диссертацине, 1965 çулта доктор диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ. Ученăй хăйĕн тĕпчевĕсенче çĕр айĕнчи гидромеханика проблемисене (вĕсем нефть çăл куçĕсемпе перекетлĕ усă курассипе тачă çыхăннă) çивĕч çĕкленĕ, шывпа нефть контакчĕн теорийĕпе темиçе наука ĕçĕ çырнă. С.Ф.Сайкинăн тĕпчев ĕçĕсемпе Тутарстанпа Пушкăртстанри нефть промыслинче анлăн усă курма пуçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1955 çулта универститетри ученăйсен совечĕ патшалăх премине пама тăратнă. 1967 çулта, Шупашкарта Чăваш патшалăх университечĕ уçăлсан, С.Ф.Сайкина унта ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл 1981 çулчченех ректорăн йывăр лавне туртса пынă. Семен Федорович университета аталантарас, наукăпа педагогика кадрĕсем хатĕрлес, ăста специалистсем вĕрентсе кăларас тĕлĕшпе çав тери пысăк вăй хунă, университетăн пурлăхпа техника никĕсне çĕкленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Тăван çĕршыв Октябрьти Революци тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă. С.Ф.Сайкинăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Семен Федорович тỹрремĕнех пулăшнипе, 33 докторпа профессор, 300 наукăсен кандидачĕпе доцент вĕрентсе хатĕрленĕ. 1969-1981 çулсенче университетăн вĕрентỹпе производство лаптăкĕсем 26 пин тăваткал метртан 57 пин тăваткал метра çити ỹснĕ. С.Ф.Сайкин патшалăх ĕçне те хастар хутшăннă: СССР Верховнăй Совечĕн VIII тата IX созывĕсен депутачĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн X созывĕн депутачĕ пулнă. Техника наукисен докторĕ, профессор, Чăваш АССР Наукăпа искусство наци академийĕн хисеплĕ академикĕ С.Ф.Сайкин 2002 çулти сентябрьте пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Семен Федорович Сайкинăн ырă ячĕ унăн тăван районĕнче, республикăра, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлекенсен асĕнче яланлăхах юлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться