Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЧĂВАШ ЕН ТЕРРОРА ХИРĔÇ!

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра пин-пин çын Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ, Чăваш Республикинчи профсоюзсен канашĕ тата Чăваш Республикинчи "Тимлĕх" общество фончĕ йĕркеленĕ "Чăваш Ен террора хирĕç" митинга пухăннă. Митинга хутшăннисем пĕр шухăш-кăмăллăн пĕтĕм тĕнчери терроризмăн Раççее хирĕç тунă интервенцине сивленĕ, çын вĕлерекенсене чĕререн ылханнине палăртнă. Х Х Х Çурçĕр Осетири терракта этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă тискерлĕх вырăнне хурса хакланă Чăваш наци конгресĕн президиумĕн черетсĕр ларăвĕнче. Ларăва хутшăннисем терроризма пĕтерес тĕлĕшпе çирĕп йышăнусем кирлине палăртнă. Х Х Х ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова ирттернĕ пресс-конференцире Бесланти хăрушă инкек сыхлăха темиçе хут ỹстерме хистенине палăртнă. _Бесланти трагеди урăх ниçта та, нихăçан та ан пултăрччĕ. Ун пекки пирĕн тăрăха çитмессе шанатпăр. Анчах та тимлĕхе, яваплăха ỹстерме кирли кирек камшăн та паллă, - тенĕ Галина Петровна. __Министерствăра терроризма хирĕç тăрас енĕпе ĕçлекен штаб йĕркеленĕ. Шкулсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кăçал республикăра 17 миллион тенкĕ уйăрнă. Чи кирли (министр çакна уйрăмах палăртнă) - яваплă çынсем хăйсен ĕçĕ çине мĕнле пăхни. Нимĕнле хушу та, инструкци те хăй тĕллĕн пурнăçа кĕреймест. Малашне явапсăр, тимсĕр пуçлăхсенчен чылай çирĕпрех ыйтĕç, шкулсене тăтăшах тĕрĕслесе тăрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться