Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУЛСЕМ ШУРШĂЛА ИЛСЕ çИТЕРЧĕç

Андриян Григорьевич Николаев пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа сисĕнмесĕрех икĕ уйăх иртрĕ. Авăнăн 5-мĕшĕнче вăл 75 çул тултармаллаччĕ. Хăйĕн çаврака юбилейне кĕтсе илеймерĕ космос паттăрĕ. Апла пулин те А.Г.Николаевăн ангел кунне пирĕн республикăра, Мускавра тата Раççейри чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче анлăн паллă турĕç. А.Г.Николаев çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа Чăваш Енре ирттернĕ чи массăллă меро прияти çăмăл атлетика чупăвĕ пулчĕ-тăр. Ăна Физкультурăпа спорт, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствисем, Чăваш наци конгресĕ тата хуласемпе районсен администрацийĕсем йĕркелерĕç. Чупу авăнăн 2-мĕшĕнче харăсах пилĕк çĕртен _ Улатăртан, Шăмăршăран, Елчĕкрен, Пăрачкавран тата Етĕрнерен пуçланчĕ. Вунă çултан кĕçĕнрех ача-пăчаран пуçласа ĕçпе спорт ветеранĕсем таранах хутшăнчĕç чупăва. Чăтăмлă та хастар спортсменсем виçĕ кун хушшинче 100-150 çухрăм чупрĕç. Хăвăрт утас енĕпе тĕнчери чи паллă спортсменкăсенчен пĕри Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева Афинăри XXVIII Олимп вăййисенчен иртнĕ эрнере кăна килсе çитрĕ. Тăван республикăра А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа чупу ирттерессине пĕлсен вăл тỹрех унта хутшăнма хатĕрленме пуçланă. Куславкапа Сĕнтĕрвăрри районĕсен чиккинчен пуçласа Шуршăла çитичченех чупрĕ СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Е.Николаева. Тăват çĕре яхăн спортсмен чупса çитрĕ шăмат кун каçхине Андриян Григорьевичăн тăван ялне. Финиш Космонавтика музейĕ умĕнче пулчĕ. Чупу командирĕ, тĕнче спорт мастерĕ Виктор Семенов олимпиец физкультурăпа спорт министрне В.М.Краснова чупу ăнăçлă вĕçленнине, виçĕ кун хушшинче унта пилĕк пине яхăн çын хутшăннине пĕлтерсе рапорт пачĕ. Вячеслав Максимович чупăва хутшăннă спортсменсене чăтăмлăхпа хăюлăхшăн тав турĕ, ĕçре тата вĕренỹре çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ, Космонавтика музейне çĕнĕ экспонатсем парнелерĕ. Çанталăк сивĕтнине пăхмасăр музей умĕнче пысăк уяв иртрĕ. Унта хăйсен ăсталăхне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ачасен "Çеçпĕл" общество пĕрлешĕвĕн Шуршăлти уйрăмĕн хастарĕсем, Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче вĕренекенсем кăтартрĕç. Уяв Чăваш патшалăх академи капеллин концерчĕпе вĕçленчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться