ШĂМĂРШĂРА КĔРЛЕРĔ СПОРТ УЯВĔ, УРХАМАХСЕМ ВĂЙ ВИÇРĔÇ
Грецири Афинăра хĕрсех XXVIII Олимпиада вăййисем пынă вăхăтра, шăмат кун, Шăмăршăра та спорт уявĕ иртрĕ, ăна Раççейри Физкультурниксен кунне халалланăччĕ. Ирпе тăхăр сехетрех Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ вырăна _ ипподрома _ халăх пухăнма пуçларĕ. Уяв программи анлă та пуян-çке: шашка-шахмат вăййисем те, çуран чупасси те, кире пуканĕ йăтасси те, мини-футбол та, пляж волейболĕ те... Чи интересли вара, паллах, урхамахсен ăмăртăвĕ. Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ, физкультурниксемпе спорта юратакансене уяв ячĕпе саламласа ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçлă стартсем сунчĕ, районти спорт юхăмне активлă хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Уява республикăн тĕп хулинчен тата районсенчен хаклă хăнасем килсе çитрĕç. Чăваш Республикин сывлăх тата вĕрентỹ министрĕсем Н.В.Суслоновапа Г.П.Чернова, "Чăвашсетьгаз" предприятин генеральнăй директорĕ В.И.Ильин, Улатăр, Вăрмар, Патăрьел, Комсомольски районĕсен пуçлăхĕсем А.И. Блашенков, А.И.Егоров, Н.И.Глухов, Г.Ф.Волков, ăмăртусен тĕп спонсорĕ В. И.Миронов (Шупашкар) тата ыттисем лаша спортне чунтан юратнипех Шăмăршăри ипподромра иртекен ăмăртусене курма килнĕ. Акă, вун çиччĕри йĕкĕт пек çăмăллăн утса Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикинчи лаша спорчĕн федерацийĕн президенчĕ В.И.Максимов килсе çитрĕ, вун-вун çынна ăшшăн алă парса сывлăх сунчĕ. Василий Иванович, хамăр район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.П.Фадеевпа пĕрле, тăван Шăмăршăра çакăн пек чаплă ипподром тăвассишĕн, лаша спортне аталантарассишĕн питĕ нумай тăрăшрĕ. Пĕлтĕр вĕсем "Шăмăршăри ипподром" кĕнеке те пичетлесе кăларчĕç, унта Шăмăршă тăрăхĕнче лаша спорчĕ мĕнле аталанса пыни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Мана кĕнекери "Лашасене халалланă гимн" сыпăк уйрăмах хумхантарчĕ. "Конь же лихой не имеет цены, Он и от вихря в степи не отстанет, Дорогу в лесу и ночью найдет, Он не изменит, он не обманет". Çав тери тĕрĕс сăмахсем мар-и-ха? Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, лашасене мĕн ачаран юратса ỹснĕскер, кĕске вăхăтрах ытти руководительсене те хавхалантарма пултарчĕ. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕ В.А.Петьков, "Шанс", "Искра", "Восход" хуçалăхсен ертỹçисем В.П. Еремеев, М.Х.Хамдеев, В.Ф,Захаров, "Агростройсервис" ООО генеральнăй директорĕ А.В. Максимов (Василий Ивановичăн ывăлĕ, ашшĕ пекех спорта юратаканскер), "Шемуршинская" МСО тата "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн ертỹçисем Н.Н.Быковпа В.И.Елисеев тата ыттисем хăйсен организацийĕсем валли ăратлă урхамахсем туянма пултарчĕç. Хорезм, Форсунья, Чудесный, Флоренс, Педагогика, Милорд, Лепет, Бомонд, Гост, Луидор, Размен, Владивосток, Ланц, Аладин, Премьер, Капля урхамахсем Шăмăршăри ипподромра çеç мар, Чăваш Республикинчи тата ун тулашĕнчи ипподромсенче те чаплă результатсем кăтартаççĕ. Хорезм, сăмахран, 1600 метра 2.04.8 минутра, 2400 метра 3.18.0 минутра, 3200 метра 4.30.0 минутра чупса тухса рекорд тунă. Хорезм _ 2003 тата 2004 çулсенче Чăваш Республикин Президенчĕн призĕсемшĕн иртнĕ ăмăртусен çĕнтерỹçи, Патăрьелĕн кăçалхи Акатуйĕн чемпионĕ. Халĕ вара ипподрома таврăнар-ха. Чăваш Республикин лаша спорчĕн федерацийĕн президенчĕ В.И.Максимов ăмăртусем пуçланни çинчен пĕлтерсен, кỹмеллĕ урхамахсем 3200 метра чупма старта тăчĕç. Педагогикăпа (А.Максимов) Салават (Н.Концов) 4 çаврăма та хăвăрт чупса тухрĕç, 4 минут та 51 çеккунт вăхăтпа Педагогика çĕнтерỹçĕ пулчĕ. 1600 метра Хорезм (И.Матвеев) 2 минут та 20 çеккунтра чупса тухрĕ. Форсунья (Л.Кошкин) унран кăшт çеç каярах юлса çитрĕ. Милорд (Н.Концов) _ виççĕмĕш вырăнта. 2400 метра 3.37.5 минутра чупса Чудесный (И.Матвеев) _ пĕрремĕш, 3.41 минутра чупса Пигмей (Д.Фазлиева) _ иккĕмĕш, 3.58 минутра чупса Неопад (А.Краснов) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Юланутсен ăмăртăвĕ те хĕрỹ иртрĕ. 2400 метра Булатка (Д.Фазлиева) 3.12 минутра чупса тухрĕ. Ун хыççăнхи _ Пират (М.Камалов). Çил çунат (А.Семенов) _ виççĕмĕш вырăнта. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе кубоксем парса чысларĕç. Пăваран килнĕ И.Исхаков наездник Ф.Фазлиев ячĕллĕ кубока илме тивĕç пулчĕ. Республикăри лаша спорчĕн федерацийĕ ăмăртăва хутшăннисене пурне те ăшшăн тав тăвать тата çитес ăмăртусенче те ырă тĕслĕх кăтартма ăнăçу сунать. Уяв 100 метра чупса мала тухас енĕпе пуçланчĕ. Стартсем умĕн Пуянкасси тата Васан ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе В.Алексеевпа тата С.Ястребовпа курса калаçрăмăр. _Тулли командăсем илсе килтĕмĕр, - терĕç кăлавасем. __Иккĕшĕн те çĕнтерес шанăçсем пысăк. Малти вырăнсемшĕн кĕрешме 25 хĕрпе 20 яш килнĕ _ пĕринчен тепри хытăрах чупакансем. Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн хĕрсенчен малтанхи виçĕ вырăна А.Гавриловапа Т.Медведева (Карапай Шăмăршă) тата Э.Мухаметшина (Анат Чаткас) тухни палăрчĕ. Яшсенчен вара призлă вырăна Э.Никифоров (Пуянкасси), Э.Козлов (Шăмăршă), А.Михайлов (Палтиел) йышăнчĕç. _Эх, мĕншĕн тепĕр 20 çул çамрăкрах мар-ши? - терĕ Кивĕ Шăмăршăри сакăр теçетке урлă каçнă Ф.Каргин. _Ура тупанĕсенчен самаях хĕлхем сирпĕтнĕ пулăттăмччĕ те... Эстафета та çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Кунта икшер хĕрпе яш 100-шер метрлă дистанцире тупăшрĕç. Хальхинче ăнăçлăх Палтиел ял администрацийĕн команди енче пулчĕ. Чаткассем - иккĕмĕш. Пуянкассинчи Т.Янгалакова, Д.Кузнецов, Э.Никифоров, К.Матвеева виççĕмĕш вырăн çĕнсе илни те _ хăйне майлă пысăк çитĕнỹ. Вырăнтан тăршшĕне сикес тĕлĕшпе ăнăçу виçпỹртшăмăршăсен енче пулчĕ, вĕсем хыççăнхи вырăнсене палтиелсемпе чаткассем пайларĕç. Урхамахсем çил пек ыткăннă вăхăтра шахматистсемпе шашистсем те пуçĕсене ватрĕç. Шахматистсен турнирнех, акă, тĕрлĕ çулсенче район чемпионĕн ятне илнĕ 10 спортсмен хутшăнчĕ. Ку енĕпе пĕрремĕш _ Шăмăршăри С.Кудрявцев. Пуянкасси çамрăкĕ А.Захаров "кĕмĕле" тивĕçрĕ, Виçпỹрт Шăмăршăри В.Тимофеев хальхинче виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Шашистсен турнирĕнче Шăмăршăри И.Морозовăн чемпион ятне çĕнсе илес шанăç пысăкчĕ те, пĕр асăрханусăр йăнăш вара ăна виççĕмĕш вырăна хăварчĕ. _Ку маншăн чăннипех пысăк ăнăçлăх, - савăнăçне пытараймарĕ Иван Васильевич. _ Тепринче район чемпионĕ пулатăпах! Вăл районти чи вăйлă шашиста Н.Куприянова питĕ хитре çĕнтернĕ хыççăн, ахăртнех, кун пирки иккĕленме кирлĕ мар-тăр. Пĕрремĕш вырăншăн вара Шăмăршăри И.Старшовпа Карапай Шăмăршăри Г.Елисеев тупăшрĕç. Финалти малтанхи тĕл пулу никам та çĕнтерейменнипе вĕçленнĕрен, тепĕр парти выляма тиврĕ. Хальхинче вара И. Старшов çĕнтерỹçе чи малтан саламларĕ. Мĕн тăвăн: спорт _ спортах, унта кĕтменлĕхсем те сахал мар пулаççĕ. Районта 24 килограмлă кире пуканне чи нумай çĕклекенни кам-ха? Ку ыйтăва 17 атлетпа 3 спорт ветеранĕ татса пачĕç. Акă, Патирекри Р.Тепитов хĕрỹ тупăшура пĕтĕмпе 100 очко пухма пултарчĕ, иккĕмĕшĕ _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.Ильмухин, виççĕмĕшĕ _ Анат Чаткасри В.Угасин. Спорт ветеранĕсенчен вара, яланхи пекех, чи вăйли _ Шăмăршăри В.Шуряков. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн ĕçченĕ Ф.Якуповпа "Баишевская" агрофирма ертỹçин çумĕ Ю.Угарин та çулсен тиевĕн пусăмне парăнасшăн мар _ вĕсен çулĕсенче, паллах, 24 килограмлă кире пуканне кашни алăпах хĕрĕхшер хута яхăн кашни çынах çĕклеймĕ. Волейболистсен турнирне илес пулсан, ку тĕлĕшпе чи маттуррисем карапайшăмăршăсем, виç пỹртшăмăршăсемпе шăмăршăсен арçынсен командисем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Хĕрсенчен вара хальхинче васансене çĕнтерме хевте çитерекенсем пулмарĕç. Чаткассем, виçпỹртшăмăршăсене парăнтарса, иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Мини-футбол площадкинче те интереслĕ, çивĕч кĕрешỹсем пычĕç. Районта спортăн ку енĕ ăнăçлă аталанса пыни çак ăмăртусенчен те лайăх курăнчĕ. Шăмăршă ял администрацийĕн команди яланах чи вăйлисен шутĕнче пулни хальхинче те яр уççăн курăнчĕ. Виçпỹрт Шăмăршă футболисчĕсем те ăнăçлă вылярĕç, виççĕмĕш вырăнта _ Пуянкасси ял администрацийĕн команди. Юлашкинчен судьясен коллегийĕ спорт уявĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Хăш ял администрацийĕн команди чи нумай очко пуçтарнă-ха? Кунта тавлашусăр та иртмерĕ темелле: кашнийĕнех хăйне çĕнтерỹçĕ вырăнĕнче курас килет мар-и? Анчах итогсене хирĕçлеймĕн: пĕрремĕш вырăнта _ Пуянкассисен пĕрлештернĕ команди: ял администрацийĕн пуçлăхĕн В. Алексеевăн малтан каланă сăмахĕсем чăннипех тỹрре тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш - виçпỹртшăмăршăсемпе анатчаткассем. Предприятисемпе организацисем тата учрежденисем те ăмăртусене командăсем тăратнă. Вĕсенчен чи лайăххи _ район администрацийĕн спортсменĕсем. Тĕп больница команди хальхинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Шалти ĕçсен пайĕнчи спорт тусĕсем те çĕнтерỹшĕн çине тăрса тупăшрĕç. Йĕрке хуралçисем _ виççĕмĕш. Пĕтĕмĕшле илсен, спорт уявне пурĕ 15 команда хутшăнчĕ, тĕрлĕ енлĕ вăй виçекен спортсменсем _ виççĕре яхăнах. Ăмăртусенче мала тухнă уйрăм спортсменсемпе çĕнтерỹçĕ командăсем ятарлă парнесене тивĕçрĕç. Пирĕн шутпа, никам та кăмăлсăр юлмарĕ темелле. Пĕр сăмахпа каласан, спорт уявĕ интереслĕ, асра юлмалла иртрĕ. Калас пулать: уявра куракансем те йышлăччĕ. Хăйсемшĕн "чирлени", хавхалантарни уйрăм спортсменсемпе командăсене çĕнтерỹ тума самаях пулăшрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем юлашкинчен çапла каларĕç: _Пирĕн çĕнтерỹ _ пĕрлехи çĕнтерỹ. Ку чăнахах та çапла.
"Шăмăршă хыпарĕ"