КĔР АКИ ПЫРАТЬ ХĔРСЕ
Ир вăраннă çерçи тутă пулнă, теççĕ. Вăхăтра акса хăварсан тухăçлă пулатăн текен чăнлăх та çакăнпа çыхăннă мар-и вара? Кăçалхи кĕр акинче "Мир" хуçалăх ĕçченĕсем ака агрегатне чи малтан хире илсе тухрĕç. Яваплă ĕçе ертỹçĕсем опытлă механизатора _ З.Фахуртдинова шаннă. _Уяр çанталăкра ĕç те ăнса пырать, ĕçленĕçем ĕçлес килет, - тет Зельфинат Муберитшинович. Палтиелсем халĕ пикенсех ыраш акаççĕ. Ку ĕçе кĕске хушăрах 60 гектар çинче пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кăçал кунта кĕр тыррисене 500 гектартан кая мар акса хăварма шутлаççĕ иккен: ырашпа тулă лаптăкĕсем çурмалла пулмалла. Вăрлăхсем çитеççĕ, вĕсем ака стандартне тивĕçтереççĕ. Виçĕ сеялкăллă ака агрегатне кăкарнă ДТ-75 трактор çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Юлашки кунсенче çанталăк уяртрĕ те, хĕвел те ĕç ăнса пынăшăн савăннăн кулать тейĕн: унăн çутă шевлисем çĕр ĕçченĕсен савăк куллипе пĕрлешеççĕ. Ака пахалăхĕ сеяльщиксенчен нумай килет _ вăрлăх çĕре мĕнле варăннине пăхсах-асăрхасах тăмалла: унсăрăн асăрхамасăр юлнă пĕчĕк шăйрăксем те çитес вырмара пысăк çухату патне илсе пыма пултараççĕ. Ку тĕлĕшпе вара И.Тизяков, И.Фасхутдинов, С.Емдиханов сеяльщиксене чăннипех шанма пулать. Унсăрăн епле-ха: пĕрремĕш ака çеç ирттермеççĕ вĕт! Акă, ана пуçне тиевлĕ автомашина пырса чарăнчĕ. В.Чиндарев вăрлăх тиесе килчĕ иккен. _Акаçăсем сывлама памаççĕ вĕт! - терĕ вăл кăмăллăн, агрегат черетлĕ çаврăма вĕçлессе кĕтнĕ май. Агрегат чарăнчĕ те, сеяльщиксем сеялкăсене вăрлăх тултарма тытăнчĕç. Çĕр ĕçченĕсем пĕр-пĕрне васкатаççĕ, çав вăхăтрах шỹтлесе илме те ĕлкереççĕ. Тĕрĕсех çав: сиплĕ кулăш _ ĕçре пулăш. Анчах шỹт шỹтпе те, хĕрỹ ĕç çинче нумаях сăмах вĕçтереймĕн _ вăхăт васкатать. Агрегат черетлĕ çаврăма пуçларĕ, сеялкăсем хыççăн палăри-палăрми тусан йăсăрланчĕ... Хуçалăхра çĕр хатĕрлесси те начарах мар пырать. Паянхи куна 400 гектар ытла лаптăк вăрлăх йышăнма хатĕр. Эпир пынă чух М.Тизяков К-701 хăватлă тракторпа культиваци тăватчĕ. Çитес кунсенчех "Мирта" çĕртме сухи тума та пуçлаççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"