Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ГЕРОЙ ЯЛĔНЧЕ "КĂВАК ÇУЛĂМ" ЫРЛĂХĔ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртнăччĕ: "Паян эпир яла питĕ нумай пулăшу паратпăр. Хăшпĕр çырусенче хулара пурăнакансем хăйсем е вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ялтан тухнине манса, çакăнпа кăмăлсăр пулнине çырса пĕлтереççĕ. Яла пулăшни тĕрĕс пулнине шанатăп. Малтанах истори йăнăшне тỹрлететпĕр: хресченсем вуншар çул ĕç укçисĕр, пенсисĕр, паспортсăр тата правасăр, тĕлĕнсе каймалла пысăк налук хунипе пурăннă. Иккĕмĕшĕнчен, республикăри халăхăн 40 процентне яхăн ялта пурăнать. Çавăнпа та ялти обществăлла инфраструктурăна çĕнетме, урăхла каласан _ ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, иртнĕ çул кăна 2 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Çакă 2002 çултинчен 2 хут нумайрах". Президент программисем, унăн çутă ĕмĕчĕсем Шăмăршă районĕнче ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çакна ялсене газификацилес ĕç кал-кал пулса пыни те лайăх çирĕплетет. Иртнĕ тунти кун район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕрне _ Шамкая та çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çак ятпа кунта савăнăçлă митинг пулса иртрĕ, унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.К.Андронов, Кивĕ Чукал ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Н.Денисова, М.С.Явкин, З.А.Щукина ĕç ветеранĕсем сăмах каларĕç. _Пирĕн пĕчĕк ялта Раççей Геройĕ Олег Долгов çуралнă. Эпир ирçе халăхĕн паттăр ывăлĕпе тивĕçлипе мухтанатпăр, Олегăн чаплă ятне чĕрере тытатпăр, - терĕ ĕç ветеранĕ М.С.Явкин. _Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев пирĕнни пек пĕтме пуçланă ялсене çĕнĕрен чĕртсе тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Акă, яла çут çанталăк газĕ çитрĕ, килес çул шыв кĕртес тата çулсене юсас тĕлĕшпе те ырă улшăнусем пуласса шанатпăр. Халлĕхе 7 çуртра монтаж ĕçĕсем пурнăçланă, 3 çурта _ М.С.Явкин, А.А.Парфенов тата С.Н.Перцева килĕсене çут çанталăк газĕн ырлăхĕ çитрĕ те ĕнтĕ. Ялта пурăнакансен 80 процентне яхăн ватă çынсем пулнине шута илсен, çуртсене газ кĕртни мĕн тери пысăк çăмăллăх пулни каламасăрах паллă. Эпĕ хĕрĕх çула яхăн механизаторта ĕçленĕ çынпа, "Хисеп Палли" орден кавалерĕпе Анатолий Алексеевич Парфеновпа калаçрăм. Ĕç ветеранĕ хăйсен çуртне чăн малтисен шутĕнче газ кĕртнишĕн чĕререн савăнни çинчен пĕлтерчĕ. _Çак ырлăхра вилме те кирлĕ мар, тата та нумай çул пурăнасчĕ-ха,- терĕ хисеплĕ ватă. Сăмах çине сăмах, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем те çĕкленчĕç. Вĕсенчен чи пысăкки _ телефон çукки. Хальхи вăхăтра телефонсăр пурăнма кансĕррине пурсăмăр та пĕлетпĕр. Çак çивĕч ыйтăва вăраха тăсмасăр татса парсан аван пулĕччĕ. Ял урамĕсене те тикĕслесе тухмалла, тракторсăр пуçне урăх нимĕнле транспортпа та иртсе çỹреме май çук. _Газ пулсан, çул тусан пирĕн ачасем хуларан каялле куçса килнĕ пулĕччĕç, ял çамрăкланма пуçлĕччĕ, - ĕмĕтленеççĕ ватăсем.


"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2004
00:00
Поделиться