Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АМЕРИКА ÇЫННИСЕМ ШĂМĂРШĂРА

Шăмăршă илемĕпе нумай çынна тыткăнлать. Ют çĕршывран килнисем те район центрĕ çинчен ыррине çеç калаççĕ. Çак кунсенче Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчен (АПШ) Джерипе Шарлота Ланглейсем пирĕн ентешпе Наталья Драбчакпа килнĕ шкул ачисемпе тĕл пулма. Сăмах май, Наталья Шăмăршă шкулĕнче ăс пухнă хыççăн Шупашкарти педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, Литвара ĕçлесе пурăннă. Халĕ вара АПШри Танстел хулинчи университетра акăлчан чĕлхине вĕрентет. Джерипе Шарлота КИДа çỹрекенсене кĕскен хăйсем патĕнчи шкулсем çинчен каласа пачĕç, нумай ыйту çине хуравларĕç. Чăваш юррине итлесе киленчĕç, ачасен пултарулăхĕпе паллашарĕç. Хăйсем ачасене Америкăран илсе килнĕ кучченеçпе тата парнепе савăнтарчĕç. Вĕренекенсем те парăмра юлмарĕç, сувенирсем парнелерĕç. Ланглейсене Шăмăршă ялĕ те, шкулĕ те питĕ килĕшнĕ. Вĕсем кунта татах та килме хирĕç мар. Мĕнех, пирĕн тăрăха пурте кăмăлланишĕн савăнмалли çеç юлать. Ăна тата та капăр тăвассишĕн пурин те тăрăшмалла. Пуррине упраса хăвармалла, тирпей тытса тăмалла.


"Шăмăршă хыпарĕ"
18 августа 2004
00:00
Поделиться