ЮМАН ПЕК ÇИРĔП, КĔРЕШ ПЕК ПАТВАР
ĔНЕНЕС те килмест: нивушлĕ çак кĕреш пек патвар арçын, йĕкĕт пек вашлаттарса утаканскер. 75 çул тултарчĕ? Тем, çулне ỹстерсе çырман-ши? _Чăнласах çапла, - йăл кулса каларĕ В.К.Захаров. _ Çулсем шав малалла шăваççĕ, эпир те _ вăрçă ачисем _ шур сухалсен шутне кĕтĕмĕр. Тем пек ватăлас килмест те, вăхăт урхамахне тытса чараймăн çав... Вячеслав Кириллович Захаровăн ачалăхĕ Йывăр килнĕ. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче кама çăмăл пулнă-ши? Выçлăхĕ те пулнă, вăй çитмен ĕçре нушаланни те... Ашшĕ_ Кирилл Иванович _ 1942 çулхи август уйăхĕнче фронтра пуçне хунă. Амăшне сак тулли ача-пăчана тăрантарма-тумлантарма çав тери кансĕр пулни каламасăрах паллă. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлмалла мар, килте тата _ тепĕр "колхоз". Хăв çиес çăкăр чĕллине ачисене валеçсе памалла, выçăпа вилесрен епле те пулсан сыхласа хăвармалла. Сахал мар çынна, уйрăмах пĕчĕк ачасене, çулса ывăтнă вилĕм çави, ялта та фронтринчен пĕрре те кая мар нуша тỹснĕ. Йывăр пулсан та, вĕренме тăрăшнă Вячеслав. 1944 çулта Анат Чаткасри çичĕ çуллă шкула пĕтернĕ те, Палтиел вăтам шкулне кайнă. Анчах вĕренсе тухма май килмен _ вăтам шкула хупса хунă. Çапла вара пĕр çулталăк хушши тăван ялти Сталин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тивнĕ. Вĕренес шухăша чĕринче упраканскер, Вячеслав Хурăнвар шкулне çул тытнă, 1946 -1948 çулсенче çак шкулта пĕлỹ илсе алла аттестат тытнă. 1949 çулта В.Захарова Тинĕс Çар Флотне службăна илеççĕ. Владивосток хулинче пулать вăл. 1953 çулхи июльте, экстерн йĕркипе экзамен тытса, кĕçĕн техник-лейтенант званине илет. Часах запасри офицер тăван ялне _ Анат Чаткаса таврăнать. Парти райкомĕ Сĕннипе, В.Захаров Шăмăршăри Культура çурчĕн директорĕнче, унтан ДОСААФ райкомĕн председателĕнче ĕçлет. Район руководителĕсем запасри офицерăн пултарулăхне, вăл халăхпе ĕçлеме пĕлнине курмасăр тăман ĕнтĕ. Райком бюровĕ Сĕннипех 1959 çулхи ноябрь уйăхĕнче В.К.Захарова пĕрлештерсе пысăклатнă "Победа" колхоза ĕçлеме яраççĕ. Сталин ячĕллĕ, М.Горький ячĕллĕ тата "Слава" колхозсен ĕçченĕсем ăна пĕрлештернĕ колхоз председателĕ пулма суйлаççĕ. Каярахпа "Победа" çумне юлса пыракан Жданов ячĕллĕ колхоз та пĕрлешнĕ, пысăк хуçалăха пĕр саслăн "Восход" ят панă. В.К.Захаров ертсе пынă çулсенче "Восход" колхоз хамăр районта çеç мар, республикăра та малтисен шутне тухнă, уй-хирпе фермăсенчен пысăк тупăш илнĕ. 1967 çулхи сентябрьте, ĕç çынни депутачĕсен район Совечĕн сессийĕнче, В.К.Захарова райĕçтăвком председателĕн заместительне суйланă. Вячеслав Кириллович депутатсен шанăçне тỹрре кăларассишĕн вăй-халне шеллемен. 1976 çулхи ноябрьте В.К.Захарова Шăмăршă районĕнчи колхозсем хушшинчи куçса çỹрекен мехколонна начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта районта вун-вун строительство объекчĕ çĕкленнĕ, çĕнĕ шкулсем, культура учрежденийĕсем, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем хута кайнă. 1988 çулхи октябрьте ăна парти райкомне, ял хуçалăх пайне ертсе пыма чĕнсе илнĕ. Кунта Вячеслав Кириллович ............................... реорганизацилечченех вăй хунă. Ун хыççăн чылай çул хушши районти страховани организацине ертсе пынă. Кунта çакна та каласа хăвармалла: колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче В.К.Захаров заочно майпа Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, ял хуçалăх экономисчĕн специальноçне илнĕ. Прунăçĕ Тăршшĕпех Вячеслав Кириллович обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, халăх умĕнче ырă ята тивĕç пулнă. В.К.Захарова "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕçри хастарлăхшăн", "В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа", "Ĕçри хастарлăхшăн" тата ытти медальсемпе, Чăваш АССР Верхоовнăй Совечĕн Президиумĕн, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Тивĕçлĕ канура пулин те, В.К.Захаров килте ларма юратмасть, çамрăк ăрăва çарпа патриотизм майлă воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать. Вăл _ районти истори музейĕн совечĕн членĕ, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ. 75 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламланă май, Вячеслав Кирилловича эпир çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр.