ПУÇЛАМĂШĔ ЛАЙĂХ
Вырма вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕшĕн уяр çанталăкăн кашни кунĕ, сехечĕ ылтăнпа пĕр тан. Пỹлмесене мĕн чухлĕ, мĕнле пахалăхлă тырă кĕресси шăпах çакăнтан килмест-и вара? _Чи малтанах кĕрхи тулла тỹрех вырса çапрăмăр, - терĕ "Баишевская" агрофирма ертỹçин çумĕ Ю.Угарин, тыр çин малтанхи тапхăрĕпе паллаштарнă май. _ Халĕ ирĕксĕрех кăштах тăхтама тивет _ тырпул пĕр пек пиçсе çитменни чăрмав кỹчĕ-ха. Техника кивĕ пулсан та, пăчăрлăпашьелсем вырмана çине тăрса хатĕрленнĕ: комбайнсене (вĕсем хуçалăхра тăваттă), йĕтем çинчи тырра тасатса тирпейлекен агрегатсене тĕплĕн юсанă. Икĕ "уй-хир карапĕ" "ишеве" хутшăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ: хуçалăхри чи опытлă комбайнерсем П.Можаевпа В.Еремеевăн пĕрлехи кăтартăвĕ халлĕхе 40 гектар. Николайпа Анатолий Копыловсен комбайнĕсем те хăйсен черетне кĕтеççĕ. Тухăç пирки сăмах пуçарсан, Ю.Угарин сăн-питĕнче салхулăх палăрчĕ: _Мухтанмаллиех çук-çав. Кĕрхи тулла, акă, кашни гектартан вăтамран 15-шер центнер çеç пухса илтĕмĕр. Çанталăка кура-ши кăçал пĕрчĕсем вĕтĕрех, çитменнине пĕркеленнĕ. Çавна май тухăç та чакать... Хуçалăхра йĕтем çинчи çĕнĕ тырра та çийĕнчех тасатса кĕлете кĕртме тăрăшаççĕ. кунти мĕнпур ĕçсене В.Чегаев заведующи йĕркелесе ертсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "йĕтем директорĕ" теççĕ. Халлĕхе ĕçе пĕр сменăпа йĕркеленĕ. Тырă ытларах килме тытăнсан, икĕ-виçĕ смена та йĕркелеме май пур. Эпир пынă чухне кĕрхи тулла икĕ Нина _ Кирилловапа Можаева ертсе пыракан шкул ачисем тасататчĕç. Сортировка халлĕхе чăхăмламасть-ха. Пăчăрлăпашьелсем кăçал кĕр тыррисене 200 гектар акса хăварасшăн. Малтан палăртнă тăрăх ырашпа тулă çурмалла пулмалла-мĕн. Вăрлăх пур, топливо çитет.