Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

НИХĂÇАН МАНĂÇМИ АНДРИЯН

                ЧУН темле хỹхлесен те, чун темĕнле ыратсан та, тавăрма çук ĕнтĕ чăвашсен чи юратнă та мухтавлă ывăлне _ Андриян Григорьевич Николаева _ Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, çĕршывăн космонавт летчикне, авиацин генерал-майорне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне... Çук пирĕнпе Чăваш çĕршывне тĕнче çỹллĕшне хăпартнă тарават та вашават этем... Çук пирĕн Андриян... Çапла, çук пирĕн çумра чăваш ятне-сумне çăлтăрсем патне çĕкленĕ Кăйкăр-космонавт, чăваш йăх-несĕлĕн çутăран та çутă, пехетлĕ çăлтăрĕ. Анчах, Аслă Уçлăхăн çирĕп саккун пур-çке: çăлтăрĕ хăй сỹнсен те унăн çути тĕнче анлăшĕнче ĕмĕр-ĕмĕр куçса планетăсемпе халăхсене тĕлĕнтерĕ те, хавхалантарĕ те... Юрий Гагарин та, Герман Титов та, Андриян Николаев та çук ĕнтĕ пирĕнпе, çавах вĕсен чун-чĕрин нихăçан сỹнми çути, кăмăл сăваплăхĕн çути вун-вун ăрăва вăй-хал та çирĕплĕх хушĕ, мал ĕмĕт парнелĕ. Ватă çынсем калашле, тăван çĕр хăйĕн юратнă ывăл-хĕрне, элчел çитнине туйсассăн, вĕсем çуралнă хутлăха туртать, чĕнет, килме хистет. Шухăшлатăн та, тен, Андриян Григорьевичпа та çапла пулса тухрĕ: питех те яваплă çын вăхăчĕ çитсех каймасть пулин те, панă сăмаха тытнă-çке-ха вăл, ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раççейри спорт вăйисен (ăмăртăвĕсен) тĕп судйи пулмашкăн Шупашкара килсе çитнĕ. Кунсăр пуçне, çанталăкĕ те япăхрахчĕ ун чух. Тепри, паллах, кун пек авăкра хваттертен те тухма килĕшмен пулĕччĕ. Çавах Андриян Григорьевич ентешĕсен кăмăлне _ чĕнĕвне тивĕçтерчĕ. (Хăй Чăваш Республикин гражданинĕ пулнине те манăçа хăварман-тăр вăл)... ...Асран тухас çук Андриянăн çăлтăрлă çулĕ те, тĕрлĕ вăхăтри тĕл пулу саманчĕсем те. 62-мĕш çулхи çурла уйăхĕнчи калама çук пысăк савăнăç та (Уçлăхра - чăваш!), Шупашкара килсессĕн йĕркеленĕ пин-пин çынлă митинг та, "Энергия" стадионти чыслав та, Шуршăлти Космонавтика музейне (вăл чиркỹ пулнă çуртраччĕ ун чух) пуçласа çитсе курни те... Вăхăт вĕçрĕ, иртрĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ хыççăн эпĕ хамăн кун-çулăма журналистикăпа çыхăнтарнăччĕ ĕнтĕ. Андриян Григорьевича вăл тапхăрта хăйĕн округĕпе Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн депутатне суйланăччĕ. Çавна май тăтăшах килсе çỹретчĕ вăл тăван тăрăхне, суйлавçăсемпе курса калаçатчĕ. Паллах, ун пек тĕл пулусенчен юлман. Шупашкарта та, Кукеçре те, Шуршăлта та репортажсем, интервьюсем хатĕрлени манăçман-ха... Унăн çывăх тусĕсемпе _ Поповичпа, Быковскипе, Леоновпа, Горбаткопа курнăçни те асрах. Çав тери пысăка хурса хаклатчĕç вĕсем ун чухнех Андриян Григорьевич кăмăлне, сăпайлăхне, çав вăхăтрах _ унăн ĕçри ăсталăхĕпе пĕлỹлĕхне. Космонавт таврашĕнчи туслă йышпа пулăра тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи пĕр чаплă утарта пулни те куç умĕнчех. Чăваш телевиденийĕнче ĕçленĕ çулсенче Çăлтăр хулара та пулса курма тỹр килчĕ. Çавăн чухне тепĕр хут асăрхарăм: Андриян Григорьевич Николаева вăл Космонавтсене хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ тата генерал- майор пулнишĕн çеç мар, ырă кăмăллă, çынна хисеплекен, пысăк, анлă пĕлỹллĕ, ĕçе тарăннăн чухлакан тата яланах яваплă пурнăçлакан этем пулнăшăн сума сăваççĕ иккен Центрта ĕçлекенсемпе космонат-тусĕсем тата Çăлтăр хулара пурăнакансем!.. Акă вăл _ пурнăçри чун-чăн хаклăх! Кунсăр пуçне, ял халăхне (чи малтан _ Чăваш Енре) мĕн пур вăя хурса, мĕн пур майсемпе усă курса пулăшма тăрăшни. Эпĕ хам пĕлнĕ тăрăх, вăл вун-вун çынна хваттер илме пулăшнă, теприсене, тивĕçсĕр айăплисене, тĕрмерен хăтарнă. Тăван Республикăн экономикипе социаллă пурнăçне малалла аталантарас тĕлĕшпе мĕн тери тăрăшнă, çине тăнă пирки каламастăп та _ кун çинчен хаçатсем (паллах, "Хыпар" та) юлашки вăхăтра нумай çырчĕç. Çĕнĕ больницăсем, шкулсем çĕкленнинче, предприятисемпе ял хуçалăх кооперативĕсем вăй илнинче _ Андриян Григорьевичăн сумлă тỹпи. ...Кĕтмен пулăм вăл _ этем вилĕмĕ. Ялти спортсменсен ăмăртăвĕсем пуçлансассăн тапма чарăнчĕ мухтавлă ентешĕмĕрĕн нумай терт-нушапа хавшанă чĕри. Хурлану кунĕ те, космонавт- летчике юлашки çула ăсатни те _ куç умĕнчех. Манăн шухăшпа, Чăваш Енĕн Хисеплĕ гражданинĕ çуралнă çĕртех, Шуршăлтах, юлашки хăтлăх тупни _ пурнăç чăнлăхĕ. Çапла пулмаллаччĕ те _ чăвашсен чаплă ывăлĕ тăван халăхĕпе пĕрлех юлчĕ. Тăпру çăмăл пултăр, манăçми Андриян!.. Г.ПОРФИРЬЕВ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 августа 2004
00:00
Поделиться