КАШНИ ПĔРЧĔ ТАРПА ПУÇТАРĂНАТЬ
"Яблоневка" хуçалăха ирех çитрĕмĕр. Редакцин "Жигули" автомашини хирти авкаланчăк çулсемпе вырман чи хĕрỹ вырăнне _ комбайнсем ĕçлекен анлă хире васкарĕ. Водительпе юнашарти малти вырăна хуçалăхăн тĕп агрономне Гельман Айсина лартрăмăр та, вăл пирĕн экскурсовод пекех ĕçлерĕ. Агрономран лайăхрах уй-хире кам пĕлтĕр-ха ĕнтĕ? 1. ХИРТЕ _ САКĂР ЭКИПАЖ _Кĕр тыррисем пирĕн 212 гектар йышăнатчĕç, - пĕлтерчĕ Г.Айсин тĕп агроном. _100 гектарĕ _ ыраш, ытти _ кĕрхи тулăччĕ. Тулла тỹрреммĕн вырса-çапса та, паккуссенче кушăхтарса та кĕртрĕмĕр. Паян-ыран ырашран та хăтăлатпăр _ хирте 8 экипаж ĕçлет. Гельман Хатямович Н.Павлов, Н.Моисеев, В.Митрофанов, Н.Тимофеев, В.Бибуков, В.Симурзин комбайнерсене ырласа асăнчĕ. Ирхи сывлăм типсен пуçлаççĕ те вĕсем ĕçе, каçхине сывлăм ỹкичченех хиртен кĕмеççĕ. Эпир Н.Павлов комбайнерпа тĕл пулса калаçрăмăр. Тĕрĕссипе, ятарласа ĕçрен уйăрмарăмăр комбайнера, тулли бункертан автомашина кузовĕ çине тырă пушатнă вăхăтра сăмахласа илме темиçе минут тупрĕ вăл. _Вун пиллĕкмĕш вырмана хутшăнатăп,- терĕ Николай Иванович. _Пулăшаканăм _ Сергей Ионкин. Иксĕмĕр питĕ килĕштерсе ĕçлетпĕр. Тырра çулма питĕ йывăр _ талккишпех выртнă. Васкамасăр, тирпейлĕ ĕçлетпĕр, çухатусем ан пулччĕр, тетпĕр. Тĕп агроном каланă тăрăх, кĕрхи тулă гектартан çирĕм икшер, ыраш çирĕмшер центнер тухать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, тухăç сахалрах. Çанталăка кура, тухăçа хурлама та çук. Тирпейлĕ пуçтарса кĕртесчĕ çеç. Ылтăн пек хаклă кунсенче кашни сехет шутра. Хуçалăхра кĕр тыррисем акма çĕр хатĕр _ 350 гектар сухаласа çемçетнĕ. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, минераллă удобренисем те туяннă. Виçĕ сеялкăллă агрегат экипажĕ ĕçе пуçăнма команда парасса çеç кĕтет. _Улмаллăра кĕрхи тырăсемпе пăрçана çак эрнере пĕтĕм лаптăк çинчен пуçтарса кĕртетпĕр, вара тỹрех Чукалти уйрăма куçатпăр, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертỹçи В.Смирнов. _Çурхи тулăпа сĕлĕ те, урпа та ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан, вырма ĕçĕсене вăраха тăсмăпăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ, техника çĕмĕрĕлсен çийĕнчех юсама мерăсем йышăнатпăр. 2. ТУТЛĂ АПАТ ВĂЙ ХУШАТЬ Комбайнсем черетлĕ çаврăма вĕçлейменччĕ _ ыраш ани пуçне автобус çитсе чарăнчĕ. Алăк уçăлсанах сăмсана кăтăклакан тутлă шăршă сарăлчĕ. Ф.Нефедов кăнтăрлахи апат илсе килчĕ иккен. _Пирĕн шеф-повар çитрĕ, - шỹтлерĕç механизаторсем. _Поварĕ эпĕ мар çав, ямшăкĕ çеç, - шỹте шỹтпех тавăрчĕ водитель, апат антарнă май. _ Çитмесен - ыйтăр, яшки те, пăтти те яланхиллех хушса памаллăх пур. Çапла çав: чи кирли _ ĕçлекенсемшĕн тăрăшни. Хуçалăхра хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче кăнтăрлахи тата каçхи апат пĕçереççĕ. Надя Ионкинапа Света Васильева - чăннипех тутлă апат ăстисем. Вĕсен кулленхи ĕçĕпе пурте яланах кăмăллă. _Тутлă апат вăй хушать,-теççĕ уй-хир ĕçченĕсем. 3. ЙĔТЕМ _ ХĔРỸ "ЦЕХ" Ĕççи вăхăтĕнчи тепĕр хĕрỹ "цех" _ йĕтем. Кунта вара ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть темелле: тырпула, вырса çапнисĕр пуçне, тасатса тирпейлемелле те вĕт. _Ĕнер кăна 80 тоннăна яхăн çĕнĕ ыраш килчĕ, паян пăрçа та кĕтетпĕр, - пĕлтерчĕ йĕтем заведующийĕ Ю.Соболев, çитмĕл çула çывхарса пыраканскер. Йĕтем çинчи тырра виçĕ агрегатпа тасатса сортлаççĕ. Кăçал ку ĕçе А.Сарандаев машиниста шаннă, ăна Ф.Матвеевпа А.Бибуков пулăшаççĕ. Тасатнă тырра кĕлете М.Чамеев хăйĕн тракторĕпе вăхăтра турттарса тăрать. Виçĕ смена ĕçлет йĕтем çинче. Йĕтем заведующийĕ кашни ĕçченех ятран асăнма тархасласах ыйтрĕ. Пĕрремĕш сменăра çаксем иккен: Л.Солдатенкова, Л.Митрофанова, И.Горбиков, Н.Хаманов, А.Яковлев. Тепĕр икĕ сменăри Н.Денисова, О.Малеева, С.Малеев, Г.Денисова, М.Чамеев, З.Соболева, Т.Матвеева, В.Павлова, И.Павлов тата А.Кузьмин та тăрăшуллă. Хиртен йĕтем çине вара И.Ивановпа И.Данилов водительсем, И.Солдатенков механизатор турттарса тăраççĕ.