Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САЛАМЛАÇÇĔ ЫЛТĂН ПУЧАХСЕМ

ÇĔР ĕçченне кăçалхи çанталăк ура хурсах тăчĕ:çу кунĕсенче куллен тенĕ пекех çумăр çурĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте пысăк чăрмавсем тухса тăчĕç. Акă, темиçе кун хушши хĕвеллĕ те уяр çанталăк тăни хресченшĕн темрен те пысăкрах савăнăç пулчĕ. Ир тытăнса тĕттĕмччен хиртен кĕме пĕлмест вăл, хĕл тутă килтĕр тесе ырми-канми вăй хурать. "Искра" кооперативра вырма ĕçĕсем иртнĕ вырсарни кун пуçланнă, кĕр тыррисене пуçтарса кĕртме тытăннă. _Ырашпа кĕрхи тулă пирĕн нумаях мар _ 160 гектар йышăнаççĕ, - терĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Р.Севрюгин. _Тухăç аван пуласса шанатпăр. Тирпейлĕ пуçтарса илесчĕ çеç. Ыраша Дон комбайнпа Ю.Балянин тỹрремĕнех вырса çапать. Пулăшаканĕ ывăлĕ _ Шупашкарти пед университет студенчĕ Дима. _Тырă пĕлтĕрхи пекех вăйлă мар, çапах та гектартан çирĕм пилĕк центнер тухатех пулĕ, - пĕлтерчĕ Ю.Балянин комбайнер. Ыраш уйĕпе юнашарах _ кĕрхи тулă. Ăна Э.Багаутдиновпа А.Матвеев механизаторсем жаткăпа çулса паккуссене хураççĕ. _ "Безенчукский" сортлă тулă вăрлăхне пĕтĕм район валли хатĕрлетпĕр, - терĕ Р.Севрюгин тĕп агроном. _Хĕллехи сивĕсене лайăх чăтса ирттерет, тухăçĕ те ытти сортсенчен пысăкрах. Эпир В.Скворцов комбайнерпа та тĕл пулса калаçрăмăр. Хăйне пулăшма вăл ывăлне _ Патирекри тулли мар вăтам шкулта вĕренекен Андрея шаннă. _Çĕр питĕ нỹрлĕ, комбайн тăтăшах путать, - терĕ Владимир Иванович. _Çапах та вăхăта тăсма юрамасть, кашни сехет ылтăн пек хаклă-çке. Хуçалăхра выльăх çими хатĕрлесси те кал-кал пулса пырать. Халлĕхе 300 тонна утă, 600 тонна ытла сенаж хатĕрленĕ. Сенаж валли нумай çул ỹсекен курăксене çулса вĕтетнĕ çĕрте Э.Багаутдиновпа Ф.Хуснутдинов, турттарса тăнă çĕрте И.Хамдеев, Р.Тепитов, М.Тухветуллов пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Траншейăри ешĕл массăна А.Скворцов механизатор гусеницăллă тракторпа лайăх пусăрăнтарса тăрать. Ĕнер эпир "Мир" хуçалăх уй-хирĕсенче те пулса куртăмăр. Кунта кĕрхи тулла тăватă комбайнпа тỹрремĕнех вырса çапаççĕ. А.Садертдинов, М.Фахраутдинов, Ф. Хисамов, Р.Хафизов комбайнерсем пысăк хавхаланура ĕçлеççĕ. Ыраша кушăхтарма çулнă çĕрте А.Минуллов комбайнер хастарлăх кăтартать. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине А.Камалтдиновпа Ю. Чиндарев водительсем тырă турттараççĕ. _Ыран тепĕр "Дон" комбайн та паккусене çапма пуçлать, - пĕлтерчĕ трактор бригадин бригадирĕ И.Азизов. Унпа ĕçлеме Дамир Вахитов пенсионера шантăмăр. "Ватти тăватта тăрать" темеççĕ-и-ха халăхра? Хуçалăхра кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессине те хăвăртлатнă. М.Махмутов, З.Фахрутдинов, М.Тизяков, Р.Рахимзянов механизаторсем тăрăшса ĕçлеççĕ. ...Комбайнсем ĕçлекен анлă хир хĕррипе утнă чух ылтăн пучахсем тайăла-тайăла илеççĕ, çĕр ĕçченне саламланă пекех туйăнать. Вăй патăр сана, механизатор!



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2004
00:00
Поделиться