Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔКЛЕНЕÇÇĔ КАПМАР ÇУРТСЕМ, УРАМА ИЛЕМ КỸРСЕ

Кăçалхи февраль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Шăмăршăна ĕçлĕ çул çỹревпе килсен район администрацийĕн çуртĕнче ирттернĕ канашлура Раççей Федерацийĕнче яла социаллă аталантармалли тĕллевлĕ программа йышăннине палăртса хăварчĕ. Ун хыççăн сăмах илнĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ялта пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси малалла аталанни, ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕн нумай майĕпе усă курни, ялта пурăнакансемшĕн тăрăшасси тĕп вырăн йышăнни пирки каларĕ. Ырă пулăмсене эпир хамăр районта та куратпăр. Акă, "Чăваш Республикин ипотека корпорацийĕ" акционерсен обществи "Шемуршинская" МСО коллективне 16 хваттерлĕ икĕ хутлă çурт тума заказ пачĕ. Çуртра шалта тумалли вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă ĕнтĕ, объект сентябрь уйăхĕнче хута каймалла. Патшалăх уйăракан çăмăллăхсемпе, ипотека кредичĕпе усă курса, "Çамрăк çемье" тата "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăсемпе килĕшỹллĕн, часах районти çемьесем хăтлă хваттерсемлĕ пулаççĕ. Сăмах май каласан, кăçал Пименовсен, Красновсен, Мердеевсен, Брусельсен, Фоминсен çемйисем "Шемуршинская" МСО строителĕсем райцентрта тунă пĕр хваттерлĕ çуртсене пурăнма куçаççĕ. Асăннă çемьесем хваттерсене çăмăллатнă майпа "Çамрăк çемье" программăпа усă курса илнĕ. Тимофеевсен çемйи валли уйăрнă çурта чи çĕнĕ проектпа çĕкленĕ. Энтĕръелĕнче те çурт тăватпăр. Ăна Хафизовсен çемйи "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăпа килĕшỹллĕн илет. Хăйсен хуçисене кĕтекен, хальлĕхе строительство ĕçĕсене вĕçлесе пĕтермен пĕр хваттерлĕ çуртсем татах та те пур районти çемьесем валли (2 çурт). Çỹлерех асăннă 16 хваттерлĕ çуртра та йышăнма ĕлкереймен 6 хваттер пур. Кăмăл тăвакансем "Чăваш Республикинчи ипотека корпорацийĕ" ОАОн Шăмăршăри уйрăмĕн специалисчĕпе Ирина Бруссельпе çыхăнма (унăн ĕç пỹлĕмĕ "Шемуршинская" МСОн административлă çуртĕнче вырнаçнă), унпа 2-15-48 телефонпа калаçма пултараççĕ. Кĕскен каласан, пирĕн коллектив район çыннисем валли хваттерсем тăвас тĕлĕшпе кăçал та ытти çулсенчи пекех ăнăçлă ĕçлесе пырать. Паллах, ытти йышши объектсемпе те ĕçлетпĕр. Сăмахран, хальхи вăхăтра Хайпăлара шурă кирпĕчрен клуб çĕклетпĕр. Çулран-çул çĕнĕрен те çĕнĕ производство участокĕсем йĕркелесси пирĕн коллективăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Хамăр патăртах 12 кирпĕче улăштарма пултаракан, ăшă тытакан пеноблоксем кăларма пуçлани пирĕн коллектившăн та, район çыннисемшĕн те питĕ меллĕ. Строительство объекчĕсен шалти стенисене купаланă, пỹлĕмсем пỹлсе хăпартнă чухне яланах çакнашкал блоксемпе усă куратпăр. Ку вăл строительство ĕçĕсен хăйхаклăхне чакарма, организацин пурлăх базине çирĕплетме май парать. Пирĕн материалсене хамăр район çыннисем кăна мар, Патăрьелпе Елчĕк районĕсен çыннисем те килсе туянаççĕ. Пĕр кирпĕч 4-4,5 тенкĕ тăрать пулсан, пирĕн блокăн пĕр условнăй единици (кирпĕч шайĕпе палăртсан) 90 пуса кăна ларать. Кунсăр пуçне, блок ăшă тытакан материал пулнă май, стенасем хушшине керамзитпа тултарас ыйту та сирĕлет. Малтанхи производство участокĕсем çумне çăмăл автомобильсене юсакан чи çĕнĕ оборудованиллĕ техника станцийĕ хутшăнни (унпа юнашар запас пайсем сутакан лавкка та пур), çул хĕрринче "Шемурша" кафе уçни те питĕ вырăнлă. Кăçал Евростандартлă, 18 номерлĕ хăна çурчĕ те хута каймалла. Производство участокĕсем йĕркелени, организацин пурлăх никĕсне çирĕплетнисĕр пуçне, тĕрлĕ налук тỹлевĕсем тăрăх район бюджетне хушма укçапа пуянлатма, ял çыннисем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса пама май парать. Акă, пирĕн тĕрлĕ производство участокĕсенче 66 çын яланхи ĕçре вăй хурать. Кунсăр пуçне 50 ытла çын договорсем тăрăх ĕçлет. Строительсен профессиллĕ уявĕ умĕн ĕçре тăрăшуллă работниксене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем _ каменщиксен бригадирĕ Андрей Никишин, штукатурсен бригадирĕсем Людмила Борисовапа Галина Мадюкина, Радик Локтин автокрановщик, Николай Кузьмин экскаваторщик, пилорама мастерĕ Николай Сергеев, Валентин Антонов, Николай Кузьминпа Валерий Кузнецов водительсем, пеноблок цехĕн бригадирĕ Геннадий Марков тата ыттисем. Юлашкинчен районти мĕн пур строительсене уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2004
00:00
Поделиться