Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЮРАТАÇÇ СПОРТА ЧАТКАСРА ТА

Шăмăршă районĕнче пултаруллă спортсменсем сахал мар. Вĕсем хушшинче анатчаткассем те йышлă. Чăнах та, пирĕн ял çыннисем спортпа туслă пурăнаççĕ, районта иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче час-часах призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ, шăмăршăсен чысне республика шайĕнче те ăнăçлă хỹтĕлеççĕ. Анат Чаткасра спорта пысăк тимлĕх уйăрасси 30-мĕш çулсенчех пуçланнă. Çав тапхăртах ялта юланутçăсен ăмăртăвĕсене ирттернĕ, тĕрлĕ урамсен командисемпе хаваслă эстафетăсем йĕркеленĕ. 60-мĕш çулсен варринче йĕлтĕр спорчĕ вăй илме тытăннă. Ялти спорт пурнăçĕн çутă страницисем хамăрăн паллă ентешĕмĕрпе _ В.И.Максимовпа çыхăннă. Вырăнти шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçласан Василий Иванович ялти пултаруллă спортсменсене хăй тавра пĕтĕçтернĕ. Вăл чаплă тренер пулнисĕр пуçне, тĕрлĕ ăмăртусене активлă хутшăннă, вĕсенче лайăх результатсем кăтартнă. Василий Иванович республикăри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ, кĕске дистанцисене чупассипе темиçе хутчен те район чемпионĕ пулнă. Пултаруллă учитель ялти çамрăксенчен футболистсен командине йĕркелесе янă. Командăра Ю.К.Воробьев, М.К.Воробьев, П.Ф.Чумуркин, В.Ф.Чумуркин, Н.Н.Мутов, В.П.Лебедев тата ыттисем вылянă. Урамсенчи командăсем те пĕр-пĕринпе футболла выляссипе ăмăртнă. Ялти пĕрлештернĕ команда Тутар АССРĕнчи Çĕпрел тата Пăва районĕсен командисемпе те ăнăçлă тупăшнă. Фуктболла выляссипе юлташла тĕл пулусем йĕркелесси халĕ те манăçăнмасть ялта. Çулленех, май тата декабрь уйăхĕсенче, çак ăмăртусене курма халăх йышлă пухăнать. ЧР Президенчĕн администрацийĕн ертỹçин заместителĕ В.И.Максимов районти спорт ветеранĕсене халĕ те манмасть. Акă, 2003 çулта вĕсемпе йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту йĕркелерĕ вăл. Районти лаша спорчĕн аталанăвĕ те Василий Иванович ячĕпех çыхăннă. Ипподромра йĕркелекен ăмăртусенче вăл кашнийĕнчех судьясен коллегине ертсе пырать, вĕсем интереслĕ иртчĕр тесе нумай тăрăшать. Унăн ывăлĕ, Александр Васильевич, районти лаша спортне малалла аталантарма хăйĕн сисĕмлĕ тỹпине хывать, çăмăл урапа кỹлнĕ рысакпа хамăр республикăри тата кỹршĕллĕ регионсенчи ăмăртусенче призлă вырăнсем йышăнать. В.И.Максимовăн пархатарлă ĕçне В.И.Тихонов учитель малалла тăснă, ялта çуллен интереслĕ спорт мероприятийĕсем йĕркелесе пынă. Ун хыççăн сумлă эстафетăна В.Н.Зыков йышăннă, каярахпа унăн тетĕшĕ _ Н.Н.Зыков. Василий Ивановичпа Николай Николаевич йĕлтĕр спорчĕпе çăмăл атлетикăна чылай çỹллĕрех шая çĕкленĕ, волейбол, баскетбол, теннис вăййисен пĕлтерĕшне ỹстернĕ. Районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче анатчаткассен командисем яланах призлă вырăнсем йышăнса пынинче физкультура учителĕн Н.Н.Зыковăн тỹпи çав тери пысăк. Харăсах темиçе команда тăратма та пултарать Николай Николаевич, мĕншĕн тесен, вăл ертсе пыракан секцире пултаруллă спортсменсем вуншарăн. Районти ăмăртусенче учитель хăй те чи лайăх результатсем кăтартать. Çуллахи сезонра вара спортсменсем çăмăл атлетикăра тупăшаççĕ, лайăх результатсемпе палăраççĕ. Эпир ялти спорт ветеранĕсемпе те тивĕçлипе мухтанатпăр. Акă, П.С.Угасин республикăри йĕлтĕрçĕсен тата велосипедистсен ăмăртăвĕсенче темиçе хутчен те призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. Н.М.Тихонова та ял-йыш ырăпа аса илет ( вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр). Çак учитель ялта шашкăпа шахмат вăййисен ăмăртăвĕсене пуçарса яраканĕ пулнă. Спорт мастерĕ Н.А.Пименов, спорт матсерĕн кандидачĕсем _ В.Ф.Чумуркин, Г.В.Кондратьева, М.С.Капралов, Н.С.Угасин, Р.Р.Зайдуллов, О.В.Еремеев, В.А.Козлов, республика чемпионĕсем _ Н.П.Синелева, А.Т.Пименов, В.И.Максимов (вăлах спорт мастерĕн кандидачĕ), республикăри ăмăртусен призерĕсем _ В.И.Чумуркин, И.М.Корняков, Николайпа Василий Зыковсем, Н.В.Козлов хăйсен спортри çитĕнĕвĕсемпе ял тата район чысне нумай хỹтĕленĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Анат Чаткасра çуралса ỹснĕскер, районти спорта малалла аталантарассишĕн, спорт мероприятийĕсене халăха ытларах явăçтарассишĕн çине тăрса ĕçлет. Спорт çине алă сулнă, районти ăмăртусене командăсем тăратма тăрăшман руководительсенчен çирĕп ыйтать. Валерий Петрович ăмăртусене хăй те килет, судьясене, спортсменсене ырă канашсемпе пулăшать. Тăван ялтан спортсменсен йышлă ушкăнĕ килнине курсан чунтанах савăнать, вĕсене лайăх результатсем кăтартма хавхалантарать. Райадминистраци пуçлăхĕ хăй те спорта килĕштерет. Акă, пĕлтĕр Шăмăршăри ипподромра пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксен ăмăртăвĕнче вăл тытса пыракан урхамах лайăх результатпа палăрчĕ. Кăçалхи республикăри уявра _ Елчĕкре иртнĕ урхамахсен ăмăртăвне те хутшăнчĕ Валерий Петрович. Çапла, питĕ юратаççĕ спорта Анат Чаткасра. Ялти спорт ветеранĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса, мухтавлă традицие малалла тăсса шкулта вĕренекенсем тата çамрăксем спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. 2004 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе палăртнă май, ку вăл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2004
00:00
Поделиться