КĔНЕКЕРЕ _ ЯЛ ИСТОРИЙĔ
А.И.Гармонщиков хамăр республикăри Вăрнар районĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче пĕр çапăçура йывăр аманнă. Вăрçăран таврăнсан Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, ăна 1950 çулта пирĕн районти Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула ĕçлеме янă. Çакăнтан хăйĕн пĕтĕм кун-çулне шкулпа тата ялпа çыхăнтарнă вăл, 30 çул ытла вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Районта та ăна лайăх пĕлеççĕ. 4 çул ытла КПСС райкомĕн секретарĕ пулнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче А.И.Гармонщиков 80 çул тултарать. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне вăл "Пăчăрлă Пашьел ялĕн историйĕ" ятлă кĕнеке хатĕрлесе кăларчĕ. Документсене пĕчĕккĕн, тĕплĕн пуçтарса пынă. Çак вăхăтрах шкулти музей валли 3 томлă "Асăну кĕнеки" çырса хатĕрленĕ, архивсенчи документсемпе те нумай паллашнă. Кĕнекере _ сакăр сыпăк. Малтанхи сыпăкра ял историйĕпе, унăн сумлă çыннисемпе паллаштарнă. Пăчăрлă Пашьел ялĕ 1635 çулта пуçланса кайнă иккен, Пăчăрлăпа Ломка çырмисен хĕррипе вырнаçнă. 13 çемьеллĕ ял çултан çул аталанса, сарăлса пынă. 1795 çулта унта 60 хуçалăх пулнă, 207 арçынпа 208 хĕрарăм пурăннă. Ял çыннисем çĕр ĕçлесе, вăрман касса пурăннă. Патша самани вăхăтĕнче кунта сукна фабрики те ĕçленĕ иккен. Тĕпрен илсен, ялта чăвашсем пурăннă. Катка-пичке тăвакансем, тимĕрçĕсем, вăрман ĕçĕпе вăй хуракансем вара вырăссем пулнă. Кĕнекере шкул пурнăçĕ çинчен çырнă сыпăк пысăк вырăн йышăнать. Ялта 1889 çулта земски шкулне уçнă, 1949 çулта вăтам шкул туса хунă. Çак вăхăтранпа шкултан 2356 ача вĕренсе тухнă. Пашьел тăрăхĕнчи вăрман мĕн авалтанах лайăххисен шутĕнче пулнă. 1925 çулта Пăчăрлă Пашьел лесничествине йĕркеленĕ. 1993 çултанпа вăл "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорине кĕрет. Шăмăршă районне туса хурсан, Шамкайри почта уйрăмне кунта куçарнă. Çак ял урлă Асанкасси, Шамкай, Улмаллă, Никишино, Кивĕ Чукал, Çĕнĕ Чукал тата Вырăс Чукал ялĕсене телефонпа çыхăнтарнă. 1987 çулта, телеретранслятора хута ярсан, ку тăрăхри çынсем Чăваш телевиденийĕн программине пăхма пуçланă. Кĕнекере çыхăну уйрăмĕн историне çутатакан документсемпе те паллашма пулать. Суту-илỹ ĕçĕн историйĕ çинчен çырнă сыпăк та интереслĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче 1898 çулта фельдшер пунктне уçнă. 1911 çулта 40 вырăнлă земски больницине тума пуçăннă, 1914 çулта туса пĕтернĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă. Юлашкинчен автор Пăчăрлă Пашьелĕпе çыхăннă пулăмсен хронологи таблиципе паллаштарнă. Автор ял историне çырассине малалла та тăсасшăн, ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă сумлă çыннисен ĕçĕ-хĕлĕсем анлăрах паллаштарасшăн. Çак пархатарлă ĕçре Александр Ивановича ăнăçу çеç сунар.