Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ХИР КАРАПĔ" ВАСКАТЬ ЫРАШ ПУССИНЕ...

"Карлинская" агрофирмăра вырсарни кун вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Николай Антонов комбайнер СК-5 "Нива" "хир карапне" ыраш пуссине илсе тухрĕ. _Вырма ĕçĕсене пуçламашкăн мана шаннăшăн çав тери савăнатăп, - терĕ Николай Николаевич. _ Хама пулăшакан Вячеслав Ястребовпа пĕрле ăнса пулнă тыр-пула тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕшĕн вăй-хала шеллемĕпĕр. Ыраш уйĕнче çум курăксем сахал пулнипе, комбайн тỹрремĕнех вырса çапать. Николай Юмановăн ЗИЛ автомашинин кузовне ылтăн пĕрчĕсем илемлĕн тăкăнаççĕ. Акă, кузов тулчĕ те, автомашина йĕтем еннелле васкарĕ. Йĕтем хуçи пулма кăçал та ĕç ветеранне, "Хисеп Палли" орден кавалерне Анатолий Александрович Семенова çирĕплетнĕ. _Анатолий Александровича шанма пулать, - тет хуçалăх ертỹçи Илья Абсалямов. _ Ун пек çынсем ытларах пулсан, пур çĕрте те çирĕп йĕрке пулĕччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2004
00:00
Поделиться