Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОНКУРСРА ВĂЙ ВИÇРĔÇ

Нумаях пулмасть Йĕпреç районĕнчи Буинск лесничествинче шкул леçCEичествисен республикăри слечĕ пулса иртрĕ. Пĕтĕмпе 14 команда хутшăнчĕ унта, çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ, тĕрлĕрен конкурссенче вăй виçрĕ. Шăмăршăсем те хутшăнчĕç унта. Хальхинче район чысне Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен çут çанталăк тусĕсем хỹтĕлерĕç. Çамрăк вăрманçăсен конкурсĕ уйрăмах интереслĕ те хĕрỹ иртрĕ. Унта Виктор Еремеевпа Алена Иванова вăрмана, унăн тĕнчине лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. Çавăн пекех, зоологсен конкурсĕнче Оксана Полякова, биологсен ăмăртăвĕнче Татьяна Морозова палăрчĕç. Жюри "Кăвак патруль" конкурса хутшăннă Александр Антоновăн пĕлĕвĕпе ăсталăхне те лайăх хак пачĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июля 2004
00:00
Поделиться