Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАНАШСЕНЕ ТЕ "КĂВАК ÇУЛĂМ" ĂШШИ САВĂНТАРĔ ТУПАТА

Шăмăршăран чăн аякри ялта _ Канаш паççулккинче пурăнакансем пек пỹрте хутса ăшăтас хуйхăпа пуçĕсене ыраттаракансем районта сахал пулнă пулĕ. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: çывăхри вăрман та _ вăтăр-хĕрĕх çухрăмра, ялта груз турттаракан транспорт та çук. Килсе сутакансенчен вутă туянни ытла та хака ларать. Ирĕксĕрех çу кунĕсенче килĕрен тислĕк кирпĕччи çапатчĕç, çак "топливăпа" хĕл хута ăшăнса пурăннă. Канашсем хăйсен ялне "Пуянкасси паççулкки" теççĕ. Колхозсем йĕркеленĕ вăхăтра шăпах Пуянкассинчен куçса килнĕ те темиçе çемье, "Канаш" ятлă пĕрлешỹллĕ хуçалăх туса хунă. Хăй вăхăтĕнче "Канаш" районта ятлă-сумлисен шутĕнче пулнă, патшалăх планĕсене ăнăçлă пурнăçланă. 100 гектар çĕр пуçне сĕт туса илессипе вара "Канаш" колхоз утмăлмĕш çулсенче районта мала тухнă. Кун пирки чылай хушă колхоз председателĕнче ĕçленĕ В. И. Емельянов каласа панине лайăх астăватăп-ха. "Шăмăршăри Акатуйран машина çине Хĕрлĕ Ялав çакса, хаклă парнепе таврăнтăмăр", _ аса илетчĕ ветеран. Хальхи вăхăтра Канаш паççулккинче пĕрлешỹллĕ хуçалăх çук, ял çыннисен пысăк пайĕ "Ударник" фермер хуçалăхĕнче тăрăшать. Ĕçлеме юратать кунти халăх, выльăх-чĕрлĕх йышĕпе тепрер пысăк ял та аяккинче тăтăр. Аш-какай, сысна çурисем тата çĕр улми сутса укçа-тенкĕ тăваççĕ, çапла пурнăçа майлаштарса пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче паççулккара çĕнĕ çуртсем, çав шутра икĕ хутлисем те çĕкленни Канаш паççулкки çамрăкланса пынине çирĕплетет. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров 2004 çулта кашни яла çут çанталăк газĕ кĕртессине вĕçлесси пирки йышăннă Программăна пурнăçласа, район администрацийĕ чăн аякри ялсене те "кăвак çулăм" ырлăхĕпе савăнтарма тĕллев лартрĕ. Канаш паççулккинче пурăнакансем район администрацийĕн пуçлăхĕн В. П. Фадеевăн сăмахне çав тери ырласа йышăнчĕç, çут çанталăк газĕ хăйсен ялне кăçалах çитессе çирĕп ĕненме тытăнчĕç. "Экспресс" ОООпа ялĕпех (кун пекки урăх ăçта пур-ши?) çурчĕсене газ кĕртме килĕшỹ тунă. Çу хута ялта 1 километр та 200 метр тăрăшшĕ çỹллĕ пусăмлă, 1 километр та 650 метр тăршшĕ пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсем тăсрĕç. 9 çурта паян тесен паян газ пыма пултарать, ялта ГРП вырнаçтарасси çеç юлнă. Канаш паççулккинче халĕ хĕрсех кăмака тăваççĕ, мăрйе кăлараççĕ, çут çанталăк газне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Калас пулать, паççулккара газ кĕртме виçĕ çемье çеç патшалăхран çăмăллатнă ссуда илнĕ, ыттисем хăйсем ĕçлесе тунă укçа-тенкĕпе усă кураççĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июля 2004
00:00
Поделиться