Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КУНĔПЕХ ТĂРАТЬ ĔÇ ШАВĔ

Шăрăх! Трактор кабинине тытма май çук вĕт _ алла пĕçерет. Çакăн пек вĕри çанталăкра хирте ĕçлеме те йывăр. Анчах та хресченĕн ĕçлесех пулать, çу кунĕнче сулхăнра выртсан ырлăх-пурлăх тăваймăн. "Мир" акционерсен обществинче паян выльăх çими хатĕрлес ĕç анлă сарăлнă. Халлĕхе 200 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, 120 тонна утă хатĕрленĕ. Паян-ыран сенаж хывма та пуçăнаççĕ. Эпир утă çулакансем патне çул тытрăмăр. КС-2,1 косилкăсемпе ĕçлекен М.Юнусов, Г.Хафизов, М.Фахрутдинов механизаторсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ, косилкăн çивĕч çĕççи çỹллĕ ỹснĕ люцернăна лайăх касать. Хулăн паккуссем хĕвел çинче хăвăрт типеççĕ. Т.Сейфутдинов механизатор кĕреплепе пуçтарса купасем тăвать, вĕсене М.Невметов рулонлă пресс- подбоçDDикпа çыхăлать. Хире автомашинăсем килсех тăраççĕ. КУН-10 агрегатпа утă тиесе тăракан З.Кочурова канма памаççĕ. С.Балакиров, Т.Халитов, В.Паймин, А.Камалтдинов водительсем рейс хыççăн рейс тăваççĕ. Тюксене сарайне кĕртеççĕ. Утта Г.Куропаткин виçсе йышăнать. Хирте ытти ĕçсем те нумай. М.Невметов механизатор 37 гектар çинчи çĕр улмине колорадо нăррине пĕтерекен наркăмăшпа пĕрĕхсе тухнă. 80 гектар йышăнакан сахăр чĕкĕнтĕрĕн уйĕнче те халăх йышлă. Чĕкĕнтĕр парка ỹсет, çум курăксенчен тасатсах тăраççĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
19 июля 2004
00:00
Поделиться