Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫЛТĂНĂМ, КĔМĔЛĔМ...

Районти шкулсен выпускникĕсем хушшинче кăçал тăваттăн "ылтăн", çиччĕн "кĕмĕл" медальсене илме тивĕç пулнă. "Ылтăн" хуçисем çаксем: Марина Сельцова (Карапай Шăмăршă), Лилия Сидорова (Шăмăршă), Елена Петрова (Пуянкасси), Индира Шарипова (Палтиел). "Кĕмĕл" медалистсем: Клавдия Любимова, Инна Корчакова, Алексей Лукиянов тата Ольга Кудрявцева (Шăмăршă), Максим Семкин (лицей), Надежда Скрипина (Чукал), Светлана Корчакова (Пăчăрлă Пашьел). Медалистсем пурте аслă вĕренỹ заведенийĕсене заявленисем панă. Ăнăçу пултăр сире, района чыс кỹрекен çамрăксем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 июля 2004
00:00
Поделиться