50 ÇУЛ ИРТСЕН _ ВЫПУСКНИКСЕН ТĔЛ ПУЛĂВĔ
Вăхăт кустăрми малаллах кăлтăртатса чупать. Эпир Шăмăршă вăтам шкулне пĕтернĕренпе шăпах 50 çул иртсе кайрĕ. 1944 çулхи сентябрьте эпир, 27 ача, пĕрремĕш класа вĕренме килтĕмĕр. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче пурнăç çав тери йывăрччĕ. Çурăм урлă пир сумка çакса шкула çара уранах кайнине лайăх астăватăп. Кивĕ кĕнекесенчи йĕркесем хушшинче чернил çине перопа пуçса çыраттăмăр. 5-6 ачана пĕр Букварь тиветчĕ. Шкула выçăллă-тутăллă çỹреттĕмĕр. Терка витĕр кăларнă çĕрулми çине кăштах ыраш çăнăхĕ Хушса пĕçернĕ икерчĕ пирĕншĕн чи тутлă çимĕç вырăнĕнче пулнă. Çу кунĕсенче яшкана ккууăкпа çăратнă. Сĕт хушса пĕçернĕ яшка та кашни çемьерех пулман. Хĕл кунĕсенче шкула çăпаттапа çỹренĕ. Ура ан йĕпентĕр тесе, çурхи-кĕрхи тапхăрта ун тĕпне йывăç шакмак вырнаçтарнă. Аслă Çĕнтерỹ кунне _ 1945 çулхи майăн 9-мĕшне лайăх астăватăп-ха. Ун чухне шкулта вĕренекенсене тата учительсене пурне те савăнăçлă митинга пуçтарчĕç. Эпир те, 1 "А" класра вĕренкенсем, хамăрăн учительница _ В.Т.Кузнецова ертсе пынипе, митинга кайрăмăр. Митингра пур çĕрте те хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшетчĕç, юрăсем янăратчĕç. Шкул директорĕ А.И.Лебедева ун чухне питĕ хумханса та хĕрỹлĕн калаçрĕ. "Тинех тахçантанпа кĕтнĕ Çĕнтерỹ кунĕ çитрĕ, - терĕ Анастасия Ивановна. _ Малашне пирĕн пурнăçăмăр çулран-çул лайăхланса пырĕ". Çулсем пĕрин хыççăн тепри сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕç. 1954 çулта эпир, 10 "А" класри 27 вĕренкен алла аттестат илтĕмĕр. Класăн ытларах пайĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланчĕ. Хăшçпĕрисем вара хамăр районтах юлтăмăр. Вăхăтлăха хулана вĕренме кайсан та Шăмăршă тăрăхнех таврăнтăмăр, пенисе тухичченех тĕрлĕ ĕçре тăрăшрăмăр. Акă, Васанти Харитон Константинович Яковлев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене пĕлỹ тата воспитани парас енĕпе ĕçлесе иртерчĕ. Вăл районти çут ĕç пайĕн заведующийĕ, шкул директорĕ, завуч тата учитель пулса вăй хучĕ. Галина Николаевна Исаева (хĕр чухнехи хушамачĕ Танюшина) чылай çул хушши перекет банкĕнче, Ирина Петровна КочçCFмазова (Леонтьева) ача садĕнче, Александра Ивановна Шиллер (Кузнецова) суту-илỹре тăрăшрĕç. Эпĕ хам та чылай çул хушши суту-илỹре ĕçлерĕм. Çак кунсенче эпир, Шăмăршă районĕнче пурăнакансем, хамăр класс выпускникĕсен тĕл пулăвне йĕркелерĕмĕр. Пĕрле вĕреннисем Мускавпа Санкт-Петербургран та, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан та килсе çитрĕç. Тĕл пулура пурĕ 11ĕн пултăмăр. Хамăрăн савăнăçлă мероприятие Шăмăршăри çул-йĕр тăвакан тата юсакан предприятипе юнашар вырнаçнă трактирта ирттертĕмĕр. Хăтлă пỹлĕмре тутлă апат-çимĕçпе сăйланнă май, пиртен кашниех хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, анкета çинчи тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Паллах, шкулта вĕреннĕ чухнехи кăсăклă тапхăрсене те аса илтĕмĕр, мыскараллă самантсене тепĕр хут куç умне кăларса ăшшăн култăмăр. Пурнăçăн _ хăйĕн саккунĕсем. Пиртен 7-шĕ ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайнă. Эпир Шăмăршăри чиркỹре вĕсен чун канăçлăхĕшĕн çуртасем çутрăмăр. 50 çул каяллахи пекех, эпир ирхи çутă шуçăма та кĕтсе илтĕмĕр. Çак самантра эпир, 67-ри асаннесемпе асаттесем, хамăра 17-ри хĕрсемпе каччăсем пекех туйрăмăр...