Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛ ХАЛĂХĔ - УТĂРА

Çумăрсем хыççăн çанталăк тинех уяртрĕ. Карапайшăмăршăсем хĕвеллĕ кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене утăлăх 100 гектар, сенажлăх 80 гектар пухса кĕртмелле. 60 гектар çинчи донника та çулма пуçланă. Ку ĕçре Николай Андреев хастарлăх кăтартать, сенажлăх курăксене çулса вĕтетнĕ çĕрте Николай Давыдов тăрăшуллă. Утă пухса кĕртнĕ çĕре ял çыннисем йышлăн хутшăнаççĕ. Пĕрлехи вăййа паянхи кун тĕлне 50 тонна утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, сенаж та хываççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2004
00:00
Поделиться