ÇĔКЛЕНЕТ, ПУЯНЛАНАТЬ ПУЯНКАССИ
Пуянкасси ялне пырса кĕрсенех кермен пек илемлĕ çуртсем куçа илĕртеççĕ. Яла районта чăн малтисен шутĕнче çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Общество инфраструктурин аталăнвĕпе Пуянкасси ял администрацийĕ республикăра та лайăхпа палăрса тăрать. Ял пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллаштармашкăн эпир вырăнти администраци пуçлăхĕнчен В.Н.АЛЕКСЕЕВРАН ыйтрăмăр. _Пирĕн ял админитсрацийĕ виçĕ яла _ Пуянкассине, Кахăрлă Шăхальне тата Хайпăлана пĕрлештерет, - тенĕ В.Н.Алексеев. _ Ял администрацийĕн территорийĕнчи çĕр лаптăкĕ _ 1864 гектар. Виçĕ ялта _ 381 хуçалăх, вĕсенче 1219 çын пурăнать. Пирĕн патăрта "Колос" агрофирма, 11 фермер хуçалăхĕ тата 2 предпринимтаель ĕçлеççĕ. Агрофирмăпа фермерсем пирĕн тăрăхра пысăк тупăш паракан сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтереççĕ. 2003 çулта "Канаш" фермер хуçалăхĕ (М.Угарин) 120 гектар çинчен пысăк тухăçлă пылак çимĕç пухса кĕртрĕç, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ял админитсраицйĕн терртооийĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулпа пуçламăш шкул, "Колосок" ача сачĕ, 2 клуб, 2 фельдшерпа акушер пункчĕ, 2 библиотекăпа çыхăну уйрăмĕ, Шăмăршăри райпон 2 лавкки тата предпринимательсен 3 лавкки ĕçлеççĕ. 2003 çулта Пуянкассинчи Культура çуртне çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçларăмăр. Хальхи вăхăтра культура çурчĕн çивиттине цинкланă тимĕр витеççĕ. Виçĕ ялта та урамсенче газ пăрăхĕсем тăснă. Пуянкассипе Кахăрлă Шăхалĕнче çуртсен 80 процентне ытла газификациленĕ. Хайпăла ялĕнче те çут çанталăк газĕпе усă куракансен йышĕ ỹссех пырать. Газификаци ĕçне хĕле кĕриччен вĕçлеме палăртнă. Ял админитсрацийĕн территорийĕнче виçĕ ялта та шанчăклă çул пур. Пур çĕрте те пурăнмалли çурт-йĕр лартасси анлă сарлăнă. 2003 çулта 5 çемье çурт лартма субсиди илнĕ, 8 çемье вара ипотека кредичĕ илме пултарчĕ. 15 çамрăк çемьене çурт лартма çĕр лаптăкĕ Уйрăрса патăмăр. Ял пуянланни çакăнтан та курăнать. 61 çемьен çăмăл автомашина, 23 çемьен груз турттаракан автомашина, 18 çемьен трактор пур. Ял-йыш килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать, 260 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 32 пуç лаша шутланать, килсерен темиçешер пуç сысна тата сурăх тытаççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма пĕрер гектар çĕр 49 çуллăха арендăна патăмăр. Ял администрацийĕ физкультурăпа спорта аталантарассишĕн те нумай тăрăшать. Пирĕн футболитсем районти ăмăртусенче ырă тсĕлĕх кăтартаççĕ. Çавăн пекех хĕллех спорт енĕсем те вăй илсех пыраççĕ.