Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĂВАН ÇУТÇАНТАЛĂК УПРАВÇИ ...

Юмах тĕнчине аса илтерекен илемлĕ вăрман çийĕн хĕвел, кăштах та пулин тытăнса тăрас тенĕн, васкамасăр хăпарать. Ылтăн тĕслĕ шевлесен ăшшишĕн савăнса, вĕсемпĕтĕм ỹсен-тăранпа чĕрчуна ырă витĕм кỹнишĕн мăнаçланса кĕмĕл сасăллă шăпчăк хăйĕн хитре юррине шăрантарать. Ăна пĕччен юрлама йывăр ан пултăр тесе-ши, ун çумне ытти кайăксем те хутшăнаççĕ. Хĕвел çỹлтен-çỹле хăпарса пырать. Инçех те мар куккук авăтни илтĕнет. Çывăхрах, çурта пек тỹрĕ хырсем çумĕпе, çĕлен евĕр авкаланса юхакан пĕчĕк юхан шыв шăнкăртатать. Йывăçсем илтĕни-илтĕнми шавлаççĕ, çулçисемпе çепĕççĕн шепĕлтетсе тем пирки пăшăлтатаççĕ. Çуллахи вăрманти вун-вун тĕссемлĕ асамлă сăрăсемпе илĕртỹллĕ сасăсем чуна вышкайсăр пысăк хавхалану кỹреççĕ, чĕрене чи ырă туйăмсемпе çунатлантараççĕ. Вăхăт каç еннелле сулăннă май, кунĕпе хăйĕн шевлисене сапса ырнă хĕвел уçланкă хĕрринчи чăрăшсен симĕс минтерĕсем çине канма лларать. Этеме пĕр ывăнмасăр тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăракан мăнаçлă вăрман, ыран валли çĕнĕ вăй-хăват пуçтарма хатĕрленсе, ерипен каçхи ыйха путать... Çапла ытарлăн кăтартса парать вăрман илемне вăрман хуçалăхĕн административлă çуртĕнче вырнаçнă музейăн диорами. Художниксем çуллă сăрăсемпе вăрманăн пĕр кĕтесне илемлĕн ỹкерсе илни, ỹкерчĕк умне йывăçсем лартса хуни, вĕсен тураттисем çине кайăксен кĕлеткисене вырнаçтарни, магнитофонпа тĕрлĕ сасăсем янăрани, çутăсемпе вырăнлă усă курни чăн-чăн вăрмана сăнласа пама май парать. "Вăрман сыхлавĕн музейне йĕркелекенсем пысăк тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Экспонатсемпе паллашнă май, хама чăн-чăн вăрманти пекех туйрăм", - çырса хăварнă 1995 çулхи октябрь уйăхĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр, СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г.Николаев. Ф.И.Мадуров скульптор, Ю.П.Матросовпа А.Н.Тукмаков художниксем палăртнă ĕçе çỹллĕ творчество шайĕнче пурнăçлани тỹрех курăнать. "Вăрман" ятпа йĕркеленĕ диорамăсăр пуçне, музейре "Вăрман _ этемлĕхĕн сăпки", "Вăрман хуçалăхĕн историйĕнчен", "Чăваш Ен вăрманĕсем çинчен", "Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ", "Вăрмансене _ пушар сыхлавĕ", "Вăрмана сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăсем", "Каснă вăрмансем вырăнне хунавсем лартасси", "Тăпра эрозин çулне пỹлçD3си", "Кăткă тĕмисем" тата "Вăрман законодательстви" экспозицисем пур. Паллах, вĕсене те кураканшăн питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Макетсемпе биоушкăнсем хамăр тăрăхри вăрмансен пуянлăхне туллин кăтартаççĕ. Музей çĕршыври тата республикăри вăрман хуçалăхĕн аталанăвĕн историйĕпе те паллаштарать. Сайра тĕл пулакан документсене вулама уйрăмах кăсăклă. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чăрăш каснăшăн пĕр уйăхлăха ирĕкрен хăтарма пултарнă иккен. Çакна Халăх комиссарĕсен Совечĕн Постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Чĕмпĕр удел именийĕн Çĕрпỹ тата Пăва уезчĕсен вăрманĕсен 1-мĕш округĕн картипе (ăна 1874 çулта ỹкернĕ), лесниксен кăкăр çинче çакса çỹремелли ĕлĕкхи знакĕсемпе, йывăçран тата пушăтран хатĕрленĕ тĕрлĕ хатĕрсемпе те паллашма пулать музейра. Ытти экспонатсем те куракана илĕртеççĕ. Музей урамранах пуçланать. Аллегорилле фигурăсем çын вăрманпа, çутçанталăкпа çыхăннине тарăннăн сăнласа кăтартаççĕ. Кантур çурчĕн фойинчи Ĕç мухтавĕн кĕтесне те тирпейлĕ туса хатĕрленĕ. Вăрман хуçалăхĕн музейне 1984 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче уçнă. Республикăра çакнашкал пĕрремĕш музей уçас, ăна интереслĕ экспонатсемпе, сăн ỹкерчĕксемпе, тĕрлĕ документсемпе пуянлатас тĕлĕшпе çав çулсенче вăрман хуçалăхĕн директорĕнче вăй хунă РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ П.Т.Тихонов нумай тăрăшнă. Вăрман хуçалăхĕн хальхи директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ В.А.Петьков пархатарлă ĕçе малалла тăсать, музее çĕнĕ экспонатсем вырнаçтарас, унăн воспитани ĕçĕнчи пĕлтерĕшне ỹстерес енĕпе пысăк тимлĕх уйăрать. 2000 çултанпа музей ĕç-хĕлне Т.П.Татарских тĕп экономист йĕркелесе пырать. Тĕрлĕ вырăнсенчен килсе çитнĕ делегацисене Татьяна Петровна хапăлласа йышăнать, вĕсене илĕртỹллĕ диорамăпа, кăсăклă экспозицисемпе паллаштарать. Çакнашкал музей йĕркеленĕшĕн тав туса çырнă йĕркесем сахал мар Сĕнỹ кĕнкекинче. Асăнмалăх хăйсен автографĕсене хăварнă çынсем хушшинче _ Чăваш АССР Вăрман хуçалăхĕн министрĕ _ Г.Егоров(1984 ç.), ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн секретарĕ И.Пугачев (1984), Мускав, Литва, Молдави, Украина делегацийĕсен членĕсем (1988), Раççей вăрман хуçалăхĕн Федераллă службин руковдителĕ В.Шубин (1994), ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен комитечĕн руководителĕ Ю.Фомкин (2001), Атăлçи Федераллă округăн Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспекторĕ А.Муратов (2003), ЧР Финанс министрĕ Н.Смирнов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов (2004) тата ыттисем. Хамăр районти делегацисем те _ ĕç коллективĕсем; шкулта вĕренекенсем килсех тăраççĕ кунта. Район çыннисене, уйрăмах çитĕнекен ăрăва тăван çутçанталăка, илемлĕ вăрмана юратса тата упраса пурăнма вĕрентесси музейĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак тивĕçе вăл чыслăн пурнăçласа пырать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 июля 2004
00:00
Поделиться