КИВĔ ЧУКАЛА ГАЗ ÇИТРĔ. МАЛАЛЛА, ЮЛТАШСЕМ!
Чăваш Республикин Президенчĕн Программине пурнăçласа, Шăмăршă районĕнчи ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессине кăçал вĕçлеме палăртнă. Чăнах та, çакна хăшĕсем малтан ĕненмерĕç те пулĕ: район ытла та сапалнчăк -çке, пĕр ялпа теприн хушши вун-вун çухрăма тăсăлать. Паллах ĕнтĕ, кашни кил патне газ пăрăхĕ тăсма та çăмăл мар. Анчах та район администрацийĕ хăйĕн умне лартнă тĕллеврен пĕр утăм та пăрăнмарĕ _ Пашьел _ Чукал тăрăхне çут çанталăк газĕ илсе çитерес тĕлĕшпе кăçал çав тери пысăк ĕç пурнăçланă. Юн кун Кивĕ Чукалта уйрăм çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ ятпа савăнăçлă самантсем пулса иртрĕç, вĕсем пурте ял историне кĕрсе юлма тивĕç. КИВĔ ЧУКАЛ. Ирпе 10 сехетре ялти Советсен урамĕнче халăх хĕвĕшме пуçларĕ. Ара, ял историйĕнче халиччен пулман самант-çке _ Кивĕ Чукал ялне паян çут çанталăк газĕ çитет! Çак ятпа Малеевсен çурчĕ умĕнче йĕркеленнĕ савăнăçлă митингра Кивĕ ЧукçCC ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Н.Чурбанова сăмах тухса каларĕ, ял çыннисен ятĕнчен район администрацийĕн пуçлăхне чĕререн тав турĕ. _Кивĕ Чукал ялне çакăн пек пысăк уявра килнишĕн чунтан савăнатăп, - терĕ В.П.Фадеев. _ Ялти 347 килтен 196-шĕ газ кĕртме проект хатĕрленĕ, 150 килĕ паян тесен паян газ кĕртме хатĕр. Ку вăл _ социаллă инфраструктура аталанăвĕнчи чăн-чăн революци. Ас тăватăр пулĕ-ха, яла тарăннăн электрификацилес ыйтупа чупа-чупа ĕçлерĕмĕр, паян, ак, кашни киле çут çанталăк газĕ çиттĕрччĕ тесе тăрăшатпăр. Ним каламалли те çук: газ вăл _ цивилизаци, чи канăçлă пурнăç, кашни çыншăн телей тата савăнăç. Кивĕ Чукал ялне çут çанталăк газĕ кĕртес тĕлĕшпе "Чăвашспецмонтажгаз" ОАО специалисчĕсем пысăк вăй хунă. Темиçе çул хушшинче вĕсем кашни урамрах пăрăх тăснă, кашни çуртах газ кĕртме майсем туса панă. Ялти 56 хуçалăх çут çанталăк газĕ кĕртме перекет банкĕнчен 6 процент ссуда илнĕ. Çак ĕç малалла пырать: ял интеллигенцийĕ халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн сарса янă. Эпир Вячеславпа Галина Малеевсен çуртне çут çанталăк газĕ çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă лару-тăрăва хутшăнтăмăр. Вячеслав ялти шкулта шоферта, Галина техслужащире ĕçлеççĕ. Çурчĕ ирĕк те çутă, хулари пек пысăк хваттер пекех туйăнать. Газ плитине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата кил хуçи мăшăрĕ Галина Прохоровна чĕртрĕç. Кивĕ Чукалтах çак кун Анатолий Васильевичпа Раиса Никоноровна Карзановсен килне те çут çанталăк газĕ çитрĕ. Анатолий Васильевич _ "Агродор" хуçалăх механизаторĕ _ хăйсен килне пысăк ырлăх çитнишĕн чĕререн савăннине пытармарĕ. Карзановсен çурчĕ пысăк та илемлĕ. Вĕсен 1 гектар çĕр пур, унта çĕр улми тата пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Карзановсен çуртĕнче газ плитине чĕртнĕ май, В.П.Фадеев çапла каларĕ: _Кăçал пĕтĕм вăя газ кĕртес ĕçе хуратпăр. Килес çул яла пахалăхлă шыв кĕртес тата çулсене асфальт сарас тĕлĕшпе пысăк вăй хурăпăр. Кивĕ Чукал район центрĕнчен пĕрре те кая юлмасăр аталантăрччĕ тесе вăй-хала шеллемĕпĕр. Ялти "шур сухалпа", нумай çул хушши ертсе пыракан вырăнсенче вăй хунă А.В.Чурбановпа калаçни те асран тухмасть. Александр Васильевич яла çут çанталăк газĕ çитнине ĕненме йывăр пулăм тесе хаклать, республика тата район ертỹçисене çакăншăн чĕререн тав тăвать. Çак кун Кивĕ Чукалти 9 çурта çут çанталăк газĕ çитрĕ. Газ кĕртес ĕç ялта малалла пырать. Вăй патăр сире, кивчукалсем!