Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПОДСТАНЦИЕ ÇИЙĔНЧЕХ ЮСАРĔÇ

Нумаях пулмасть, июнĕн 27-мĕшĕнче, каçхине, вăйлă аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче Шăмăршăри Кăнтăр урамне электроэнергипе тивĕçтерсе тăракан подстанци юрăхсăра тухрĕ. Çавна май нумай вăхăт хушши çутăсăр пурăнас хăрушлăх тухса тăчĕ. Пирĕн çивĕч ыйту тимлĕхсĕр юлмарĕ _ "Коммунальник" МУП начальникĕ В,К,Воробьев тăрăшнипе кирлĕ оборудование вăраха ямасăр тупса килчĕç. А.В.Сергеев энергетик ертсе пыракан электриксен бригади йĕпе-сапаллă çанталăка пăхмасăрах подстанцин юрăхсăра тухнă пайĕсене çĕннисемпе ылмаштарчĕç, ытти юсав ĕçĕсене турĕç. Халăхшăн тăрăшнăшăн эпир, Кăнтăр урамĕнче пурăнакансем, "Коммунальник" унитарлă предприяти ĕçченĕсене район хаçачĕ урлă тав сăмахĕсем калатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
07 июля 2004
00:00
Поделиться