Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УКÇА ШĂТАРМАСТЬ КĔСЬЕНЕ

УКÇА ШĂТАРМАСТЬ КĔСЬЕНЕ Хатĕрлев кантурĕ тăрăшсах халăхпа ĕçлет. Ял халăхĕнчен тир, çăм, макулатура, сĕт тата ыттине пухать. Пилĕк уйăхра хатĕрлев кантурĕ 359621 тенкĕлĕх тавар çаврăнăшĕ тунă. Уйрăмах хатĕрлев ĕçне çак магазинсем лайăх йĕркелесе пыраççĕ: Карапай Шăмăршăри апат-çимĕç лавкки, Çĕнĕ Тăрăнти, Кивĕ Чукалти, Çĕнĕ Чукалти куллен кирлĕ таварсен лавккисем тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи промышленнăй лавкки. Вĕсем плана тултарассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, пилĕк уйăхра халăхран 62 шултра мăйракаллă выльăх тирĕ, 508,5 кг çăм, 2433 кг кивĕ тумтир, тряпкă, 74405 кг сĕт пухнă. Сĕт пухассипе Карапай Шăмăршă (21916 кг), Çĕнĕ Тăрăн (9307 кг), Кивĕ Чукал (9084 кг), Çĕнĕ Чукал (8615 кг), Пăчăрлă Пашьел (7539 кг) лавккисем лайăх ĕçлеççĕ. Хуçалăхри кирлĕ мар япаласене кăларса пăрахиччен райпо тытăмĕнчи лавккасене кỹрсе парсан çемьене хушма тупăш кỹрет. Укçи нумаях та ан пултăр, анчах енчĕк пуслăх укçасенчен тулса пырать мар. Выльăх-чĕрлĕх тирне те кăларса ыйтар мар, вĕсенчен паха та илемлĕ тум-тир çĕлеççĕ-çке. Ытлашши сĕте те райпон хатĕрлев кантурĕ Укçана çавăрма май туса парать. Укçа вара нихăçан та кĕсьене шăтармасть.



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июля 2004
00:00
Поделиться