"ЙĂЛА ÇУРЧĔ" ХАПĂЛЛАСАХ ЙЫШĂНАТЬ
"ЙĂЛА ÇУРЧĔ" ХАПĂЛЛАСАХ ЙЫШĂНАТЬ ЮЛАШКИ çулсенче суту-илỹ тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Енчен те 90-мĕш çулсен пуçалмăшĕнче райпо районти пĕртен-пĕр суту-илỹ организацийĕ шутланнă пулсан, хальхи вăхăтра коммерциллĕ Суту-илỹ предприятийĕсен анлă сарăлчĕç. Паллах, çакă ваккăн тавар сутассине те, рентабеллĕхе те нумай чакарчĕ. Анчах та райпо кирек мĕнле майпа та тупăш илессине чăн мала хумасть, чи кирли _ укçа-тенкĕ сахал ĕçлесе илекен ял çыннишĕн тăрăшасси. Пирĕн кооператорсем аякри пĕчĕк ялсенче те район центрĕнчи хаксемех тавар сутаççĕ. Çакăн пек çăмăл мар вăхăтра райпо çынсене çăмăллăхсемпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. 2003 çулта Шăмăршăри "Стройхозтовары" магазина реконструкцилесе "Йăла çурчĕ" уçрăмăр, кунта халăха тĕрлĕ çăмăллăхсем паратпăр. Акă, ветеринари аптекине И.Тихонов ертсе пырать, куллен 1 пин тенкĕ ытлалăх эмел сутать. Иван Александрович çынсене выльăх-чĕрлĕхе мĕнле сиплемелли пирки консультаци те парать. Пирĕн парикмахерски те _ районта чи лайăххи. А.Дорофеевапа Н.Воробьева парикмахерсем халăха тĕрлĕ пулăшу параççĕ. Пысăк та çутă залра çỹç кастарма та пуçа çума, хими меслечĕпе çỹçе кăтарлатма, сăрлаттарма май пур. Хакĕсем пысăк мар. "Йăла çуртĕнче" массаж кабинечĕ те уçăлнă. Сехет мастерскойĕнче Ф.Шаммассов мастер тăрăшса ĕçлет. Çавăн пекех С.Давыдов телемастерпа С.Кулаков атăçăна та ырламалла. Çывăх вăхăтрах "Йăла çуртĕнче" çĕвĕ цехĕ Тата кĕпе çумалли машинăсемпе холодильниксем юсакан мастерской уçăлать. "Йăла çурчĕ" вырсарни кунсăр пуçне кашни кунах, ирпе 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнать.