Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЭХ, ШЫВА КĔРЕСЧĔ

ЭХ, ШЫВА КĔРЕСЧĔ... ÇУЛЛАХИ тăрăхра пĕве е кỹлĕ хĕрринче кăштах та пулин кансан та вăй-хăват хушăнать, кăмăл çĕкленет. Шывра чăмпăлтатакан ачасем çине пăхăр-ха: епле хаваслă вĕсем! Пĕчĕккисене кура çитĕннисен те çан-çурăма шыва кĕрсе уçăлтарас килет. Пушă вăхăтра шыв хĕрринче алла вăлта тытса ларни те _ чун канăçĕ. Йăпăрт-йăпăрт пуллине ăманпа улталайăпăр-и, çук-и _ канни мĕне тăрать! Шел те, Шăмăршăра пурăнакансем валли çакăн пек ырлăх çукрах çав. Пысăк пĕве те, пĕчĕкки те _ шыва кĕме юрăхлă апĕр вырăн та çук район центрĕнче. Тăватă пин ытла çын пурăнакан ялшăн, ман шутпа, çакă чăн-чăн инкек. Район центрĕнчи пулăçсем те вăлта йăтса хамăрăн плотина патне мар, вун-вун çухрăмри пĕвесемпе кỹлĕсен хĕррине утаççĕ. "Хамăрăн плотинапа мĕн пулнă вара?" _ ыйтĕ вулакан. Вăйлă шыв татса кайнă та, пулли-шапи мĕнĕпех Сĕвене юхнă. Татăлнă пĕвене çĕнĕрен пĕвелесси пирки хăçантанпа сăмах пырать ĕнтĕ, анчах ĕçне тăвакан тупăнмасть. Çаплах çу та иртĕ. Шыва кĕреймесĕрех, пулла çỹремесĕрех юлмăпăр-ши? Çак ыйтăва кама памаллине те пĕлместĕп _ район центрĕнче пĕве пултăр тесе ял админитсрацийĕ те, предприятисемпе организацисен те, предпринимательсен те тăрăшмалла пек ĕнтĕ. Вăрман хĕрринчи пĕчĕк пĕвесене те çĕнĕрен пĕвелесчĕ. Кỹлĕ е пĕве шыва кĕме çеç мар, вут-кăвартан сыхă тăма та кирлĕ-çке. Ялсенче те пушар машини шыв илме пултаракан пĕвесем кирлех. Сыхланакана Турă та сыхлать, тенĕ пек, ăнсăртран хăрушă инкек тухсан шыв шыраса хаклă вăхăта сая ярас марччĕ. ЮЛАШКИ вăйлă çумăр хыççăн Шăмăршăри плотинана шыв тулчĕ те, ача-пăча тем пек хĕпĕртерĕ. Анчах савнăç нумая пымĕ çав, яр-уçă алăкран шыв шăпăртатса юхать, пĕве куç умĕнчех пĕчĕкленет. Чакса пыракан шыв хĕрринчи хур-кăвакал çеç салхуллăн шавлать. Вĕсем валли лачака çеç тăрса юлмĕ-ши?



"Шăмăршă хыпарĕ"
03 июля 2004
00:00
Поделиться