ВĂШТĂР КĂНА ВĂШТĂР ÇИЛ ВĔРЕТ...
НУМАЙ кирлĕ-и çынна телейлĕ пулма? Тепĕр чух ырă сăмах калани те пурăнма вăй-хал парать, "ăшă сăмах _ сар çу пек", тесе ахаль каламан пуль çав ваттисем. Хăйне ятарласах районти Акатуя чĕнсен, Владимир Ильич Буранов малтанласа тĕлĕнчĕ те. Пуçлăх та, хисеплĕ ветеран та мар-çке вăл, ахаль тракторист çеç. _ Эсĕ _ кăçалхи çур аки паттăрĕсенчен пĕри, Акатуйра сана парнепе чыслĕç, _ ăшшăн калаçрĕ Владимир Ильичпа кооператив председателĕ В. Ф. Захаров. _ Манран тивĕçлĕреххисем те пур пулĕ, _ сăпайлăн хирĕçлеме пăхрĕ механизатор. _ Юлташсем кỹренмĕç-и? _ Кашни çын сан пек ĕçлесен, пирĕн хуçалăх тахçанах çĕрме пуян пулмалла, _ пат татса каларĕ председатель. _ Шутласа пăх-ха, хăвăн тракторупа Çĕр чăмăрĕ тавра миçе хут сухаласа çаврăнтăн? Чăнах та, 32 çул хушшинче миçе гектар çĕр сухаланине шутласа кăларма питех те йывăр. Канашри СПТУран тракторист-машинист специальноçне илсе тухсан, Володя Буранов тăван "Восход" колхозра гусеницăллă тракторпа ĕçлеме пуçланă. Хăйне ĕçе хăнăхтарнă аслă юлташĕсене _ Сергей Синелевпа Анатолий Юнкерова Буранов чĕререн тав туса аса илет. 1971-1973 çулсенче вăл Совет Çарĕнче службăра тăрать. Салтакран таврăннăранпа паян кунчченех _ трактор çинче. Çирĕм пиллĕкмĕш çул Т-150 тракторпа ĕçлет. Хастар ĕçне палăртса, В. И. Буранова икĕ хутчен _ 1978 тата 1991 çулсенче _ Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе, сакăр хутчен хамăр районăн Хисеп грамотипе наградăланă. 1976 çулта вăл III степень Ĕç Мухтавĕ орденĕн кавалерĕ пулса тăнă. В. И. Буранов çулталăкĕпех хĕрỹ ĕçре _ хăватлă Т_150 трактор валли хуçалăхра ĕç тупăнсах тăрать. Техникăна чĕререн юратаканскер, опытлă механизатор трактора яланах юсавлă тытма тăрăшать. Кăçалхи çур акинче те Владимир Ильич тырă акма 400 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку вăл _ районти чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Бурановсен çемйи _ Анат Чаткасра чи ĕçченнисенчен пĕри. Кил-çурт илемĕпе, тирпейлĕхпе те палăрса тăраççĕ Бурановсем. Владимир Ильич хăйĕн мăшăрĕпе _ çемье тухтăрĕн офисĕнче санитаркăра ĕçлекен Ираида Деомидовнăпа 4 ача çуратса ỹстернĕ. Асли _ Юра _ Калуга хулинче КамАЗ автомашинăпа, ун хыççăнхи _ Олег _ Шупашкарта "Газель" автомашинăпа ĕçлеççĕ. Надя хĕрĕ Çурçĕрти пĕр предприятире вăй хурать. Кĕçĕнни _ Люба _ Шупашкарти педколледжра пĕлỹ илет, учитель пулма хатĕрленет. ... АКАТУЙРАН çĕкленỹллĕ кăмăлпа яла таврăнсан, Владимир Ильич ял çумĕнчи тырă пусси хĕррипе утрĕ. Вăштăр кăна вăштăр çил вĕрет, ем-ешĕл калча тинĕс шывĕ пек илемлĕн хумханать. _ Вăйлă тыр-пул çитĕнет! _ савăнăçлăн шухăшларĕ уй-хир ĕçченĕ, сулмаклă утăмпа малалла утнă май.