СОЦИАЛЛĂ РАБОТНИКСЕН УЯВ
Июнĕн 8-мĕшĕнче пирĕн çĕршыври социаллă работниксем хăйсен профессийĕн уявне савăнăçлăн паллă турĕç. Социаллă работниксем ватă çынсемпе инвалидсене, нумай ачаллă çемьесемпе тулли мар çемьесене, ашшĕ-амăшĕсĕр ачасене тата ыттисене пурнăçра çăмăллăхсем туса парас тĕлĕшпе пысăк вăй хураççĕ. Шăмăршă районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕнче пособисемпе субсидисем илсе тăракансен, пĕччен тата чухăнрах пурăнакан граждансен, инвалидсен, ветерансен мĕнпур кăтартăвĕсем пур. Паянхи кун районта уйăхсерен пособи илсе тăракансем 2462 çын шутланаççĕ, çав шутра пĕччен амăшĕсем - 128-ăн. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 1437380 тенкĕ, çав шутра пĕччен амăшĕсене 97580 тенкĕ пособи тỹленĕ. Кăçал социаллă хỹтлĕх пайне 532 çын вутă туянмашкăн субсиди илесси пирки заявленипе пычĕç, 472 çемьен ыйтăвне тивĕçтерме май килчĕ. Районĕпе сахал тупăш илекен 4050 çемьене шута илнĕ. Районта "Ветерансем çинчен" саккун ăнăçлă пурнăçланса пырать, 2003 çулпа танлаштарсан çак саккуна пурнăçлама кăçал 10 процент нумайрах е 2 миллион тенкĕ ытларах укçа уйăрнă. Инвалидсем валли эмел туянма кăçал 400 пин тенке яхăн уйăрса панă. Ватă çынсемпе ветерансене санаторисемпе курортсене кайма майсем туса паратпăр. Ветерансемпе инвалидсем район территорийĕнчи çулсем çинче транспортпа тỹлевсĕрех çỹреме пултараççĕ. Ветерансемпе инвалидсене килĕсенче социаллă пулăшу паратпăр, 100-е яхăн соцработник 500 ытла çынна пăхса_пулăшса тăрать. Район территорийĕнче ветерансен 4 çурчĕ ĕçлет, вĕсенче 48 ватă çын пурăнать. Ватăсем валли пур условисем те туса пама тăрăшатпăр. Çемьепе ачасен социаллă пурнăçне хỹтĕленĕ çĕрте ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшни паллă вырăн йышăнать. Иртнĕ çул районти 40 ача, кăçал 16 ача тỹлевсĕр путевкăсемпе республикăри сывлăх лагерĕсенче канчĕ. Вĕсем _ сахал тупăш илекен çемьесенчи тата сывлăх енчен хавшакрах ачасем. Ачасем усăсăр çапкаланса ан çỹреччĕр, ĕçкĕ-çикĕпе тата наркотиксемпе ан çывăхланччĕр тесе те тимлĕхе çухатмастпăр. Пирĕн социаллă работниксем шанчăклах мар ачасене куçран вĕçертмеççĕ. Çуллахи каникул кунĕсем усăллă иртчĕр тесе, районти ачасен пысăк пайĕ валли канма тата сывлăха тĕреклетме майсем туса паратпăр. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ районти мĕнпур социаллă работника професси уявĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей сунатăп.