ĔÇЧЕН ХАЛĂХ САВĂНЧĔ
ТЕМИÇЕ кун хушши йĕпе-сапаллă, сулхăн çанталăк тăнă хыççăн пĕлĕтсем хушшинчен сарă хĕвел шуса тухрĕ те, йăл! кулса çĕр пичĕ çине ăшă пайăркисене сапаларĕ. Шăмат кун Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕ Акатуй халăхне тараватлăн йышăнчĕ, савăнăçлăн канма мĕн пур майсем туса пачĕ. Ирпе сакăр сехет çитичченех Акатуй уçланкинче райпо сутуçисемпе предпринимательсем апат-çимĕçпе промышленноç таварĕсем сутма пуçларĕç. Пĕчĕккисем, ав, шăхлич туянма та ĕлкĕрнĕ _ ши! те ши! шăхăрни вăрмана ян каять. Акатуй уçăличчен вырăнти ал ăстисен тата художниксен выставкипе паллашни те чуна ăшăтрĕ. Чăннипех те талантлă çынсем пурăнаççĕ пирĕн енче! З. Морозова, А. Краснова, Н. Павлов, Фарида художниксен ỹкерчĕкĕсем, З. Латыпова тĕрĕ ăстин ытарма çук ĕçĕсем куракансене хăйсем патне туртрĕç. Районăн кулленхи пурнăçне тата паллă событисене халалланă фотостенд та пуян содержаниллĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. В. Путин кăçалхи февралĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршăра пулнине те фото ỹкерчĕксем анлăн çутатаççĕ. Акă, халăх Акатуйăн пысăк сцени еннелле туртăнма пуçларĕ. "Килсе кур, тăванăм, Шăмăрша, Ытарма çук илемлĕх курма. Килсе кур, тăванăм, Шăмăрша _ Уявра пĕрле савăнма!" _ янăрать вăрман уçланкинче микрофон вăйлатнă уçă сасă. Сцена умĕнче харăсах 7 вăйă карти йĕркеленчĕ, хитре тумланнă чăваш пикисемпе йĕкĕчĕсем халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркине куç умне килсе тăратрĕç. Вăййа хутшăнакансем сцена çине карталанса хăпараççĕ, кунта пĕр пысăк карта йĕркеленет. "Акатуй_2004" оргкомитет председателĕ А. Бочкарева уяв уçăлни çинчен пĕлтерет. Чун-чĕрене хумхантарса мăнаçлăн тата хăватлăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ янăрать. Оргкомитет председателĕ Акатуй ялавне çĕклеме кăçалхи çур аки паттăрне, "Яблоневка" хуçалăх трактористне Н. Тимофеева, Киров ячĕллĕ кооператив дояркине Т. Емельянована, "Канаш" фермер хуçалăхĕн хуçине С. Угарина, Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕн заведующине З. Падюкована тата "Агростройсервис" ООО директорне, районти чи лайăх наездника А. Максимова ирĕк пани çинчен пĕлтерчĕ. Ялав çĕкленĕ май Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăрарĕ. Акатуй халăхне район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Фадеев чун-чĕререн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕ. Валерий Петрович Шăмăршă районĕнчи ял ĕçченĕсем çур акине лайăх ирттернине, районта çут çанталăк газĕ кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе çулсем тăвасси ăнăçлă пынине палăртрĕ. Шăмăршăсен Акатуйне хаклă хăнасем те чылай килнĕ: Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П. Краснов, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ В. Максимов, ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, пирĕн мухтавлă ентешĕн, паллă юрăçăн М. Денисовăн мăшăрĕ Зоя Федоровна, Чăваш Çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Ф. Мадуров тата ыттисем. Петр Степанович Краснов шăмăршăсене Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, район ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн хăй чĕререн савăнни çинчен пĕлтерчĕ. Малалла министр çурт-йĕр лартма шутланă çамрăк çемьесене субсиди уйăрнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ, ĕçре пысăк ỹсĕмсем тунă çынсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Министр çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсене çакна çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ. Ĕçре малта пыракансене, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче тỹрĕ кăмăлтан вăй хуракансене Акатуйра пысăк чыс-хисеп турĕç, вĕсем Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. ВУНПĔР сехетре Акатуй сцени çинче районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен смотрĕн лауреачĕсен концерчĕ пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор шăрантарнă "Поле, мое поле" (солистки _ ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ К. Хазиева), районти Культура Керменĕ çумĕнчи арçынсен халăх хорĕ юрланă "Оркестр полковой", "Хороводная", "Живы будем, не помрем", Виçпỹрт Шăмăршăри Н. Сурков, Палтиелĕнчи Н. Зулкарнеева, Патирекри О. Крылова, Шăмăршăри Т. Яковлева, В. Павлов, А. Верьялов, Е. Воронцова, Ярăславри Валентинăпа Иван Тихоновсем, Карапай Шăмăршăри Н. Полякова, Кахăрлă Шăхалĕнчи В. Федотов, Виçпỹрт Шăмăршăри Е. Муравьева тата ытти артистсем юрланă юрăсем чун-чĕрене тыткăна илчĕç. Васанти халăх музейĕ çумĕнчи ачасен "Мерчен" ансамблĕ (ертỹçи _ ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г. Ларшников) Акатуя ытарма çук илем кỹчĕ. Чăваш, тутар, вырăс, ирçе юррисем янăрарĕç, çамрăксем пушмак тĕпĕсенчен вут-хĕм кăларса ташларĕç, ăмăртмалла сăвă каларĕç. Кашни номерех куракансем хыттăн алă çупса йышăнчĕç.
АКАТУЙ спорт уявĕсемпе пуян. Чупма-выляма юратакансем ирех палăртнă вырăна пухăннă. Пурне те хапăлласа йышăнчĕç судьясем. Никамăн кăмăлне те хăвармарĕç. Кĕçĕн çулхи ачасен чăтăмсăрлăхне шута илсе хаваслă стартран пуçларĕç. Виçĕ хĕр ачапа виçĕ арçын ачаран тăракан командăсен тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса çĕнтерỹшĕн самаях тар тăкма тиврĕ. Шăпăрлансем чупрĕç, мечĕк хăваларĕç, сикрĕç. Мала тухнă командăсене "Луч" ЗАО (Ф. Рахматуллов) спонсор хаклă парнесемпе савăнтарчĕ. Пĕлтĕрхи çул çемье çулталăкĕ пулнă май, çемьесен эстафетине ирттерессине йăлана кĕртрĕç. Икĕ тапхăрпа иртрĕç çемье командисен ăмăртăвĕсем. Ашшĕ, амăшĕ тата 8 çулчченхи ача ушкăнра Анат Чаткас ял администрацийĕнчи Зиновьевсем мала тухрĕç. Ачисем кая юлсан ашшĕ-амăшĕ пулăшрĕ. Выляса-кулса ăмăрту хыççăн ăмăрту хыçа хăварчĕç. Тепĕр ушкăнра ăмăртакансен те самаях чупма_сикме тиврĕ. 12 çула çитичченхи ачапа старта тăватă команда тухрĕ. Пуянкассинчен _ Захаровсен, Васантан _ Егоровсен, Чукалтан _ Еремеевсен, Шăмăршăран _ Хафизовсен çемйисем. Паллах, çĕнтерỹ çăмăллăн туптанмарĕ. Пĕрремĕш вырăншăн Хафизовсемпе Захаровсем хушшинче тупăшу пычĕ. Анчах Шупашкарта иртекен çемье эстафетинче те мала тухма пултаракан Хафизовсен çемйине парăнтарма мехел çитереймерĕç пуянкассисем. Виççĕмĕш вырăна Васанти Егоровсен çемйипе Чукалти Еремеевсен çемйи йышăнчĕç. Парнесемпе "Атте, анне, эпĕ _ спорт çемйи" ăмăртăвĕн командисене Шăмăршăри ДРСУ тивĕçтерчĕ. Акатуйра кăçал пуçласа Совет Союзĕн 5км, 10 км тата çурма марафонра сакăр хут чемпион пулнă, Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ Николай Чамеевăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртрĕ. Хĕрсем 1 км, каччăсем 2 км дистанцире чупрĕç. Николай Степановичăн хрусталь кубокне хĕрсенчен Анат Чаткас пики И. Фадеева, каччăсенчен Пуянкасси яшĕ Е. Казеев çĕнсе илчĕç. Малалли вырăнсенче Т. Васильевапа Т. Медведева (иккĕшĕ те Карапай Шăмăршă), Э. Никифоров (Пуянкасси) тата М. Кузьмин (Карапай Шăмăршă) йышăнчĕç, парнесене тивĕçрĕç. Волейбол турнирĕ те хĕрỹ тупăшура иртрĕ. Хамăр районти ял администрацийĕсен командисемсĕр пуçне турнира Канаш район администрацийĕн команди килсе çитни вăйăсене татах та илем кỹчĕ. Финалта карапайшăмăршăсем, пуянкассисемпе виçпỹртсене çĕнтернĕскерсем, канашсене выляса ячĕç. Хаклă парне _ така _ Канаша çула тухрĕ, хурлăхлăн макăрса тăван тавралăхпа сыв пуллашрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă командăсене те "Шăмăршă сĕчĕ" ООО парнесемпе чысларĕ. Футбола юратакансем мини-футбол вăййисене курса киленчĕç. Сакăр команда парнесемшĕн тупăшрĕ. Пуринчен те вăйлăрах выляканĕ "Тайфун" (дублер) команди пулчĕ. Кире пуканĕ çĕклеме чи патваррисем пухăнчĕç. Шкул ачисенчен Анат Чаткасри П. Самсонов, ветерансенчен Шăмăршăри В. Шуряков, арсенчен Канаш районĕнчен килнĕ А. Атласкин çĕнтерỹпе савăнчĕç. "Восход" ял хуçалăх кооперативĕ хатĕрленĕ парнесене тивĕçрĕç. Акатуй ĕлĕкренех вăй виçме юратакансемпе палăрса тăнă. Ялсенчен килнĕ пăхаттирсем тĕрлĕ категориллĕ виçере тата абсолюткăра кĕрешрĕç. Акатуй паттăрĕсем "Кĕрешỹ" наци кĕрешĕвĕнче 35 кг çитичченхи виçере А. Укин (Кивĕ Чукал), 40 кг çитичченхи виçере А. Иванов (Карапай Шăмăршă), 45 кг çитичченхи виçере Д. Кузьмин (Шăмăршă), 50 кг çитичченхи виçере С. Сиплатов (Нагаткино), 70 кг çитичченхи виçере А. Воробьев (Шăмăршă), абсолюткăра А. Чугунов (Нагаткино) пулса тăчĕç. Вĕсем валли парнесем хатĕрлекенĕ МСО "Шемуршинская" пулчĕ.
ЛАША СПОРЧĔ Акатуйăн анлă программине хăйне евĕр илемлĕ тĕс кĕртрĕ. Урхамахсен ăмăртăвĕсене килĕштерекенсем 13 сехет тĕлне ипподромра йышлăн пухăнчĕç. Ăмăртусем, тỹрех каламалла, питĕ хĕрỹ иртрĕç. Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксем 1600 метрлă дистанцире чупрĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем сĕннипе, хăй вăхăтĕнче колхоз-совхозсене питĕ пултаруллăн ертсе пынă руководительсене асăнса лашасен кăçалхи ăмăртăвĕсенче вĕсен ячĕллĕ призсем йĕркеленĕ. А. Н. Вершинин призне çĕнсе илессишĕн пынă пĕрремĕш чупура (спонсорĕ "Яблоневка" ЗАО) Николай Концов тытса пыракан "Восход" хуçалăхăн Милорчĕ дистанцие 2 минут та 18,6 çеккунтра чупса тухса, ипподромăн рекордне (2 минут та 19 çеккунт) çĕнетрĕ. Ульяновск хулинче нумаях пулмасть иртнĕ ăмăртуран вăл кунтан та лайăхрах результатпа (2 минут та 7,9 çеккунт) таврăннă. Н. Измуковăн Горизонт рысакĕпе ăмăртăва тухса, Феликс Матвеев ипподромăн пĕлтĕрхи чи лайăх результатне (2 минут та 19 çеккунт) кăтартрĕ. Игорь Матвеев тытса пыракан Салават ("Яблоневка" ЗАО) дистанцие 2 минут та 23,5 çеккунтра чупса тухрĕ. Иккĕмĕш чупура (М. Г. Алеевпа З. З. Сейфутдинов призĕшĕн, спонсорĕ "Искра" хуçалăх) Премьер рысакпа _ Александр Пыркин, виççĕмĕш чупура (Г.П.Леонтьев призĕшĕн, спонсорĕ "Шемуршинский" аш-какай комбиначĕ) "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн Флоренсĕпе _ Феликс Матвеев, тăваттăмĕш чупура (П. А. Петьков призĕшĕн, спонсорĕ Киров ячĕллĕ хуçалăх) Рамзеспа _ Канаш районĕнчи Геннадий Кириллов, пиллĕкмĕш чупура (Н. С. Базаров призĕшĕн, спонсорĕ "Баишевское" хуçалăх) Ланспа _ Анатолий Балашов, улттăмĕш чупура (В. П. Кошкин призĕшĕн, спонсорĕ "Карлинская" агрофирма) Форсуньăпа Игорь Матвеев палăрчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртусем куракансен тимлĕхне татах та çивĕчлетрĕç. Р. Печникован Капля рысакĕпе Игорь Матвеев финиша пуринчен та маларах çитрĕ (2 минут та 25,3 çеккунт). Наци паркĕн Флоренсĕпе Николай Концов _ иккĕмĕш, Вăрман хуçалăхĕн Владивостокĕпе Анатолий Каргин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Сăмах май каласан, пирĕн район рысакĕсем июнĕн 6-мĕшĕнче кỹршĕллĕ районсенче иртнĕ Акатуйсенче те лайăх результатсем кăтартнă. Акă, Патăрьелĕнчи Акатуйра Александр Максимов тытса пынă Хорезм (хуçи "Баишев-ское" ООО) ыттисене чылай хыçа хăварса, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕпрелĕнчи Акатуйра Николай Концов Милордпа _ иккĕмĕш, Феликс Матвеев Горизонтпа виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, юланутçăсен ăмăртăвĕсене кăçал урхамахсем чылай сахалтарах хутшăнчĕç. Апла пулин те вĕсене уява килнисем питĕ кăсăкланса пăхрĕç. Çак ăмăртусенче пирĕн кỹршĕсем _ Ульяновск облаçĕнчен ăратлă урхамахсемпе килнĕ хăнасем уйрăмах лайăх результатсем кăтартма пултарчĕç. Акă, Владимир Казаков тытса пыракан Гектор, 1600 метрлă дистанцие 1 минут та 57 çеккунтра чупса тухса, Пăвари Диля Фазлиева пĕлтĕр октябрьте пирĕн ипподромра тунă рекорда (2 минут та 06,5 çеккунт) çĕнетрĕ. Тимур Айдаров Гамлетпа дистанцие 1 минут та 57,8 çеккунтра, Юрий Кузнецов Измирпа 2 минут та 04,8 çеккунтра чупса тухрĕç. Хамăр район çыннисем ĕç лашисемпе ăмăртрĕç. Эдуард Никифоров Мальчикпа ("Колос" агрофирма) дистанцие 2 минут та 16,3 çеккунтра вĕçлерĕ. Василий Тимофеевăн Çилçуначĕ ("Исток" ООО), Василий Смаевăн Барсĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. "Исток" хуçалăх ăмăртусене 2 лаша, "Колоспа" "Карлинская" агрофирмăсем пĕрер лаша тăратни, паллах, питĕ çителĕксĕр. Ытти хуçалăхсем çакнашкал ăмăртусене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманни питĕ пăшăрхантарать. Килти хуçалăхра лаша тытакансене те ипподромри мероприятисене малашне активлă хутшăнма сĕнес килет. Ипподромра 1-3 вырăнсем йышăннă, лайăх результатсемпе палăрнă спортсменсем пурте сумлă призсене тивĕçрĕç.