ÇАР ЛЕТЧИКĔ, ЭКИПАЖ КОМАНДИРĔ
1980 çулхи хĕвеллĕ çу кунĕсенчен пĕринче Шăмăршăри Ленин урамĕнче пурăнакан Сергей Ильин, урамра ытти ачасемпе пĕрле выляканскер, васкавлăн килне чупса килнĕ. _ Атте, атте, çỹлелле пăх-ха, мĕн тери хитре самолетсем вĕçеççĕ тỹпере! Хăйсем хыççăн хăю евĕр виçĕ йĕр хăварса пыраççĕ! _ сывлăш çавăрми калаçнă вăл пахчара ĕçлекен ашшĕпе. _ Чăнах та, кайăксем евĕрлех илемлĕн вĕçеççĕ, _ 12 çулти ывăлĕпе килĕшсе, тỹпенелле тинкерме пуçланă Александр Иванович. _ Çар самолечĕсем вĕсем, тăшман сывлăшран тапăнса кĕресрен сыхă тăраççĕ. Çак машинăсемпе питĕ хăюллă та пултаруллă çар летчикĕсем вĕçеççĕ. _ Атте, ỹссен манăн та çар летчикĕ пулас килет. _ Çине тăрсан, санăн ĕмĕтỹ пурнăçланатех, ывăлăм. Анчах та санăн малашне те "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе пыма тăрăшмалла. Кунсăр пуçне, кулленех физкультура тумалла. Çар летчикĕн питĕ тавçăруллă та пысăк пĕлỹллĕ тата çирĕп сывлăхлă пулмалла. Нумай кĕнеке вуласа, тавра курăма пысăклатса пымалла. _ Эсĕ каланине пĕтĕмпех тăватăп эпĕ, атте! Хăйĕн сăмахне вĕлтĕр-вĕлтĕр çилпе вĕçтерсе яман Сергей. Ирсерен салтак пек ваш сиксе тăнă та вăл, гантельсемпе физзарядка тунă, пилĕк таран салтăнса ỹт-пĕвне сивĕ шывпа пиçĕхтернĕ, куллен, çанталăкăн улшăнăвĕсене пăхмасăр, 3-4 километрлă дистанцире чупнă. Футбол, волейбол, баскетбол вăййисенче те пултарулăхпа палăрса тăнă. Паллах, шкулта та лайăх вĕренсе пынă Ильин. Илемлĕ литература нумай вуланă. Ытларах патриотикăпа çар _ уйрăмах летчиксем çинчен çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Тăрăшни сая кайман _ 1985 çулта вăл Балашоври летчиксен аслă çар училищин пилотсен факультетне вĕренме кĕнĕ. Учили-щĕре пĕр курсант вырăнĕшĕн 10-12 çамрăк кĕрешнĕ. Çакнашкал сумлă вĕренỹ заведенин курсан-чĕсен ретне тăни Сергейшăн хăйĕншĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, шкулти учительсемшĕн те пысăк çитĕнỹ пулнă. Училищĕре пулас летчиксен теорипе практика занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, вĕренỹри 5 çул сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 1990 çулта Сергей Ильин тахçантанпах кĕтнĕ пилот-инженер дипломне алла илнĕ, хул пуççи çине пĕчĕк çăлтăрсемлĕ лейтенант пакунне çакнă. Çамрăк офицер летчик биографине Улан-Уде хулинчи транспорт авиацийĕн чаçĕнче пуçланă. Унта вăл АН-12 самолет çинче иккĕмĕш пилот тивĕçне туса пынă. 61 тонна груз илме, 12 километр çỹллĕшне çĕкленме пултаракан çар транспорчĕн самолечĕпе Сергей Ильин 8 çул хушши вĕçнĕ. Кун хыççăн Л-39, Л-410, АН-26 самолетсем çинче экипаж командирĕ пулнă. Хальхи вăхăтра реактивлă ТУ-154 самолет çинче экипаж командирĕ. Сергей Александрович _ иккĕмĕш класлă летчик, майор. Паллă ĕнтĕ, командирăн тивĕçĕ питĕ яваплă. Самолет экипажĕнчи _ ун йышне иккĕмĕш пилот, штурман, бортинженер, радист, стрелок кĕреççĕ _ моральпе психологи тĕлĕшпе лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси, командовани приказне пурнăçласа çар техникине е салтаксемпе офицерсен подразделенине палăртнă вырăна тĕрĕс-тĕкел илсе çитересси, вĕçев маршрутне инструкципе килĕшỹллĕн йĕркелесси, карапа сывлăша çĕкленме хатĕрлесси тата ытти те унăн должноç тивĕçне кĕрет. Техника пăтăрмахне пула С. А. Ильин майор экипажĕ пĕр вĕçевре чрезвычайлă лару-тăрăва та лекнĕ. Анчах та пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр самолета çĕр çине тĕрĕс-тĕкел антарса лартма пултарнă. Çакăншăн экипаж командирне "Хăюллăхшăн" орденпа наградăланă.