"01" ПĔЛТЕРЕТ, АСĂРХАТТАРАТЬ
2004 çулхи пилĕк уйăхра районта 10 хутчен "хĕрлĕ автан" алхаснă. 5 хуçалăх тĕппипех арканнă, 7 сиенленнĕ. Пушарта пĕр ача вилнĕ. Вут-çулăм 400 пин тенкĕ ытла инкек кỹнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 12 хутчен пушар тухнă, вутра икĕ çын вилнĕ. Уяр çанталăкра пушар тухас хăрушлăх пысăк. "Хĕрлĕ автан" алхаснин сăлтавĕ çуртсенчи электричество проводисемпе приборĕсем юрăхсăр пулнипе, ачасем вутпа иртĕннипе, кăмакасем юсавсăр пулнипе çыхăннă. Хăш-пĕр предприятисемпе организацисенчи электричество хуçалăхĕсем те çав-çавах шиклентереççĕ. Уйрăмах вут-çулăм çынсен хуçалăхĕсенче алхасса шар кăтартать. Пушартан инкек-синкек курас мар тесен: _ юсавсăр электричество проводисемпе, приборĕсемпе усă курмалла мар; _ ăшăнмалли юсавсăр кăмакасенче те вут хутмалла мар; _ юсавсăр газ приборĕсене хĕррине илсе хумалла; _ кирлĕ-кирлĕ мар вырăнта пирус туртмалла мар, ăна сỹнтермесĕр пăрахмалла мар; _ ачасен алли çитекен вырăна шăрпăк хумалла мар; _ пушар тухас хăрушлăх пысăк вырăнта вут чĕртмелле мар; _ вут-çулăмпа кĕрешмелли хатĕре яланах юсавлăхра тытмалла; _ вăрманлă вырăнта, çурт-йĕр çывăхĕнче çỹп-çап çунтарассинчен те пăрăнмалла. Вутпа асăрхануллă пулăр, граждансем! Инкек-синкекрен пăрăнма çăмăлрах, "хĕрлĕ автана" çĕнтерме вара питĕ хĕн. Пушар тухсанах "01" телефонпа шăнкăравласа тĕрĕс адрес, хушамат, мĕн çуннине пĕлтермелле. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурте пăхăнса пурăнсан, вут-çулăмран та сыхланма май пулĕ.