Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂРМАНСЕНЕ ВУТ-КĂВАРТАН СЫХЛАМАЛЛА

Вăрман _ çыннăн тахçанхи тата шанчăклă тусĕ, вăл çимĕçне хĕрхенмест. Пире çурт-йĕр çавăрма йывăç, сĕтел-пукан тума хăма, пỹрте ăшăтма вутă парать. Хут, шăрпăк, эмел, çĕршер ытти питех те кирлĕ тата усăллă япала _ ку та вăрман. Ăçта вăрман _ унта илем. Вăрмана кил, кĕтнĕ хăна пул, кан, çутçанталăк илемĕпе килен, вăй-хал пух. Вăрман пирĕнпе тĕл пулма яланах хавас. Шур кăмпасемпе кăрăçсем, хыр кăмписемпе уплюнкасем мĕн чухлĕ хаваслăх кỹреççĕ тата пире! Вăрман питĕ пуян, илемлĕ тата пире питĕ кирлĕ. Çавăнпа та кашни йывăçа, кашни тĕмме, вăрманти кашни чечеке тата курăка чи малтанах вут-çулăмран упрамалла. Граждансем! Вăрман пуянлăхĕпе пĕлсе усă курăр, унпа тимлĕ тата перекетлĕ пулăр. Çакна астăвăр: вăрманăн чи хăрушă тăшманĕ _ вут-çулăм! Ытларах чухне вăрмана тимсĕр те ỹрĕк-сỹрĕк, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман çын килни пушар сăлтавĕ пулса тăрать. Вăрмана пырсан сирĕн çакна асра тытмалла: лăсăллă çамрăк йывăçсем çумĕнче, торфлă вырăнсенче, вăрман каснă тата туратсем, хатĕрленĕ йывăç хăварнă вырăнта, çавăн пекех йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртме юрамасть. Ытти вырăнта çунакан япаласенчен тасатнă ятарлă йĕрпе уйăрнă площадкăсем çинче кăна кăвайт чĕртме юрать. Çак йĕр сарлакăшĕ 0,5 метртан кая мар пулмалла; кăвайта йăсăрланма пăрахичченех тĕплĕн сỹнтермелле; вĕри шăрпăка тата пирус тĕпĕсене пăрахмалла мар. "Раççей Федерацийĕнчи административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен" Кодексăн 8.32 статйипе килĕшỹллĕн вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн граждансене чи пĕчĕк ĕç укçине вуннăран пуçласа вун пилĕк таран ỹстерсе пулнă суммăлăх (1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран), должноçри çынсене чи пĕчĕк ĕç укçине çирĕмрен пуçласа вăтăр хут таран ỹстерсе пулнă суммăлăх (2000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕлĕх), предприятисене чи пĕчĕк ĕç укçине икçĕртен пуçласа виççĕр хут ỹстерсе пулнă суммăлăх (20000 тенкĕрен пуçласа 30000 тенкĕлĕх) штраф тỹлеттереççĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июня 2004
00:00
Поделиться