ТăВАН ЯЛăМ, САВНă ЯЛăМ...
КАШНИ çыншăнах хăй çуралса ỹснĕ вырăн _ пĕчĕк тăван çĕршыв хаклă. Маншăн та Асанкасси çĕр çинчи чи илемлĕ ял пек туйăнать. Ирпе ирех тăратăн та, шăпчăк юррине киленсех итлетĕн. Çывăхри вăрманта каçса кайсах куккук авăтать, ĕçчен çынсене нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунать. Акă, çывăхрах кĕтỹç пушши шартлатать, ял халăхĕ кĕтỹ хăвалать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ пирĕн тăрăхра, аш-какай тата сĕт сутса çемье бюджетне пуянлатаççĕ. Ỹркенмен çынсем хăйсене уйăрса панă çĕр çинче ĕçлесе те укçа-тенкĕ чылай тăваççĕ. Пирĕн ял-йыш умĕнче 2004 çулта тăракан чи пысăк задача _ çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртессине вĕçлесси. Ялта 276 хуçалăх пулсан, 229-ĕшĕ газ кĕртме кăмăл турĕ. Пĕлтĕр 67 хуçалăха "кăвак çулăм" ырлăхĕ çитнĕччĕ, кăçал 126 çуртра монтаж ĕçĕсем пурнăçланă. 189 хуçалăх патне çывăх вăхăтрах газ пăрăхĕ тăсăлĕ. Вырăнти администраци, "Нива" хуçалăхпа пĕрле, газ кĕртессине хăвăртлатассишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Нумайăшĕ газ кĕртме патшалăхран çăмăллатнă ссуда илеççĕ. Çакна палăртмалла: юлашки çулсенче асанкассисем яла тирпей-илем кĕртессишĕн ытларах тăрăшма пуçларĕç. Ку тĕлĕшпе çăва тухнăранпа 5 субботник ирттертĕмĕр, урамсене тирпейлесе тухрăмăр. Тăван тавралăха пуянлатас тĕллевпе 1400 тĕп тĕрлĕрен йывăç лартса хăварнă. Асанкассисем район админи-страцийĕ ирттерекен "Чи лайăх ял", "Чи лайăх килти хуçалăх", "Чи илемлĕ çурт" конкурса хастар хутшăнаççĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан, урамсемпе çуртсен умĕсем халĕ нумай тирпей-лĕрех. Ялти учрежденисенче ĕçлекенсем ку енĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ял администрацийĕн территорийĕнче вырнаçнă "Нива" акционерсен обществи çурхи уй-хир ĕçĕсене районта малтисен шу-тĕнче вĕçлерĕ. Акара П. Беляков, В. Чураков, В. Судуков, В. Драгунов, В. Беляков тата ытти механизаторсем хастар ĕçлерĕç. Ял халăхĕ ыйтнипе, хуçалăх кăçал сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне нумай пысăклатрĕ _ пылак тымар çимĕçе 40 гектар çинче çитĕнтерет. Çавăн пекех 8 гектар хăмла та, лайăх пăхсан, тупăш памалла. Ял çыннисем çĕнĕ çурт_йĕр лартма тăрăшни, хуралтăсене çĕнетни чун-чĕрене савăнтарать. Çамрăксем тăван яла юлни _ ырă палăрăм тата пысăк шанăç. Çулсене асфальт сарни, çуртсене газ кĕртни халăх пурнăçне нумай çăмăллатать. Вырăнти администраци çынсен ыйтăвĕсене шута илсе ĕçлет, халăхпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшсан çеç пурнăç лайăх енне улшăннине эпир лайăх ăнланатпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ"