СИРĔНПЕ МУХТАНАТĂП, ЕНТЕШĔМСЕМ!
ТĔЛĔНСЕ кăна тăратăп: манăн ентешĕмсем _ шăмăршăсем _ Раççейĕпех чапа тухрĕç вĕт! Мускав телевиденийĕ Шăмăршă сăн-сăпачĕпе тата унăн маттур çыннисемпе паллаштарчĕ, Мускав хаçачĕсем манăн тăван район çинчен тĕрленчĕксемпе очерксем шăрçаларĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. В. Путин Шăмăршăра пулни республикăмăр историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлĕ. Маттур, шăмăршăсем, ĕçлеме те, канма та, спортри ăсталăхăра кăтартма та пĕлетĕр. Акатуй çитнĕ май, тăван район çыннисене, ял-йышăма чун-чĕререн саламлатăп, шухăшăмпа пурне те чуп тăватăп. Сире тав тума сăмахăм та çитес çук, сирĕн ĕçĕрсем чăннипех те мухтава тивĕç. Тепĕр хут ăшă салам сире, юратнă çыннăмсем _ çĕр ĕçченĕсемпе вăрманçăсем, ытти ĕçре тар тăкакан ытарайми ентешĕмсем!
"Шăмăршă хыпарĕ"