Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔНЕКЕ ТУСĔСЕМ

Улмаллă ялĕнче, тĕпрен илсен, ытларах пенсионерсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем чылай çул хушши ялти библиотека сукмакне такăрлатаççĕ ĕнтĕ. Акă, Елена Димитриевапа Галина Тимофееванах илер-ха. Вĕсем кăçал кăна ял пурнăçне тата Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрне сăнлакан 3_4-шар кĕнеке вуласа тухма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Паллах, активлă вулакансем хушшинче ытти ветерансем те, учительсем те пур. Ватăсем кĕнеке вулама хăйсен мăнукĕсене те _ шкулта вĕренекенсене _ явăçтараççĕ. Ветерансене кĕнекесемпе хăйсен килĕсенчех тивĕçтересси пирĕн библиотекăра тахçанах йăлана кĕнĕ. Пысăках мар ялăн кĕнеке фондне чухăн теме çук _ кунта 9 пине яхăн кĕнеке упранать. Çĕнĕ кĕнекесене _ вĕсем ытлашши нумаях килмеççĕ ĕнтĕ _ "Уçă общество" институтăн "Пушкин библиотеки" мегапроект урлă илсе тăратпăр. Çĕнĕ изданисем _ курăмлă вырăнта. Ял çыннисем вĕсемпе кăсăкланса паллашаççĕ. "Хушма хуçалăх справочникне", "Пахчаçĕ энциклопедине", художествăлла кĕнекесене, ача-пăча изданийĕсене час-часах илсе вулаççĕ. Библиотекăри хаçат-журналсем хушшинче "Шăмăршă хыпарĕ" те пур.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июня 2004
00:00
Поделиться