ЧАПЛĂ ИРТРĔ ЯЛТИ АКАТУЙ
ÇУРХИ уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, çуллен тенĕ пекех Пăчăрлă Пашьелĕнче Акатуй иртет. Кăçал вăл çимĕк уявĕпе пĕр куна тỹр килчĕ, çавăнпа та халăх уйрăмах йышлă пуçтарăнчĕ. ...Вăрман хĕрринчи илемлĕ уçланкă юрă-кĕвĕпе илĕртет, ватти-вĕттине Акатуя йыхравлать. Акатуя ял администрацийĕн пуçлăхĕ В. Матвеев уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. "Баишевская" агрофирма" ООО директорĕн çумĕ Ю. Угарин вара уява пушă алăпа килмен: хуçалăхра тỹрĕ кăмăлтан вăй хуракан 40 çынна Тав çырăвĕ тата укçан преми парса хавхалантарчĕ. Агрофирма дирекцийĕ çавăн пекех кăçал 50 çул тултаракан рабочисене тата çур акинче палăрнă механизаторсене пĕчĕк пăрусем парнелерĕ. "Ĕне выльăх _ картиш илемĕ. Сирĕн картишĕр яланах пуян пултăр", _ терĕ Юрий Васильевич. Ялти хисеплĕ ватă учитель-фронтовик А. И. Гармонщиков "Ял историйĕ" ятлă кĕнеке çырнă. Акатуйра унăн презентацийĕ иртрĕ. Александр Иванович пĕр кĕнекене асăнмалăх ял администрацине парнелерĕ. Акатуя юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем илем кỹчĕç. Шăмăршăран килнĕ артистсемпе ялти юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кунĕпех суту-илỹ ярмăркки ĕçлерĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"