ÇУТ ÇАНТАЛĂКА УПРАССИ - КАШНИ ÇЫН ТИВĔÇĔ
Шăмăршă тăрăхĕ вăрманпа пуян, çут çанталăка упрас тĕлĕшпе вăрман хуçалăхĕ тата "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ пысăк ĕç тăваççĕ. Çавна пулах пирĕн вăрмансенче чĕр чун тĕнчи чухăн мар, Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртнĕ ỹсентăрансем те тĕл пулаççĕ. Çапах та эпир çут çанталăка упрас тĕлĕшпе пурне те тумастпăр-ха. Хăшĕ-пĕришĕн илемлĕ ỹсекен йывăçа касасси е хуçасси, чечексене тăпăлтарасси, вĕçен кайăк йăвине аркатасси нимĕн те мар. Вăрмана канма кайсан пластик савăт-сапа, консерва банкисем, бутылкăсем пăрахса хăвараççĕ. Вăрман уçланки çỹп-çап тăкмалли вырăна çаврăннă тĕслĕхсем те сахал мар. Çут çанталăка упрама шкул сакки çинченех вĕрентмелле, ашшĕ-амăшĕн те çак питех те кирлĕ ĕçрен аякра тăмалла мар. Ача йывăç лартма, шăнкăрч вĕлли тума хăнăхтăр, хĕл çитсен вĕçен кайăксем валли кармушка ăсталатăр. Çут çанталăка юратни çынна ырăрах, тасарах, илемлĕрех пулма пулăшать. Вăрмана вут-кăвартан та упрамалла, пушар правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çакна асра тытар: вăрман _ çĕршыв пуянлăхĕ, çĕр ỹпки, пирĕн сывлăхăн шанчăклă управçи.
"Шăмăршă хыпарĕ"