Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇУЛ ÇИНЧИ ТĔЛ ПУЛУ

Çул хĕрринче пурăннă май тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивет. Пĕрре çапла юлташа ăсатма тухсассăн икĕ пĕчĕк хĕр ача вăхăт ыйтрĕç. Вăхăчĕ каç енне сулăннăччĕ ĕнтĕ. Чарăнура тăхтама шутланă ачасем кăштахран татах темĕскер ыйтрĕç. Вĕсем килĕнчен тухса тарнă иккен. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ыйтса пынăçемĕн çак хĕр пĕрчисем Шăмăршăран Шупашкара çуран çитес тĕллевпе тухнине пĕлтĕмĕр. Хăйсемпе пĕрле вĕсен велосипедсăр нимĕн те çуккине пĕлсен вара тус-юлташпа шанках хытса тăтăмăр. Килĕнчи пăтăрмахсене пула Иринăпа Оля (хĕр ачасен ячĕсене улăштарнă) укçа та, апат та илмен. Иринăн ашшĕпе амăшĕ тахçанах уйрăлнă иккен. Хĕр ача вара кукамăшĕпе пурăнать. Амăшĕ унăн тепĕр хулара ĕçлет, ашшĕ вара _ Шупашкарта. Каласа панă тăрăх Иринăн кукамăшĕпе амăшĕ начар çынсем мар, анчах вĕсем ăна пачах та ăнланмаççĕ. Пĕррехинче Иринăпа Оля патне шкулта пĕрле вĕренекен юлташĕ шăнкăравланă. Амăшĕн сумкинчен пилĕкçĕр тенкĕ шăхвăртма пултарнишĕн савăнса вăл хĕр-пĕрчисене лавккана чĕннĕ. Пĕчĕкскерсене нумай кирлĕ-им? Часах укçа пĕтсе те кайнă. Темиçе кунранах укçи çуккине сиснĕ амăшĕ, вăрланине каялла тавăрса пама хушнă. Пĕтĕм айăпне вăл Иринăпа Оля çине йăвантарнă. Вăрланă укçине тавăрса памасассăн кукамăшне каласа парассипе хăратнă. Иринăпа Ольăн чунĕсем лăпкă марри куçран пăхсах паллă пулчĕ. Вĕсем питĕ хăранă. Кукамăшĕ хушăран пиçиххи те лектерсе илет пулмалла. Çак пăтăрмах хыççăн хĕр ачасем кукамăшĕ ĕçрен таврăниччен килĕнчен тухса тарнă. Шупашкара çитесех тенĕ çав ĕнтĕ апăршасем. Калаçуран Ирина ашшĕне питĕ юратни, тахçантанпах курманни паллă пулчĕ. Иринăсен çемйи тахçан Шупашкарта пурăннă. Хĕр ача вара хулана хăйĕн пилĕк пỹрнине пĕлнĕ пек пĕлет иккен. Хĕр пĕрчисемпе сехете яхăн калаçса тăтăмăр. Питĕ шел пулчĕ вĕсене. Калаçнă хушăра эпир Иринăпа Ольăна вĕсем мĕнле пысăк йăнăш тунине ăнлантарма тăрăшрăмăр. Ỹкĕтлени сая каймарĕ пулмалла. Часах Оля аппăшне атя киле таврăнар теме пуçларĕ. Ирина вара ним тума аптрарĕ. Каялла каяс... Малалла кайсан вара хăрушă, пĕртте çăмăл пулманнине аван чухларĕ вăл. Иринăн сенкер кăвак куçĕсенче куççулĕ те палăрчĕ. Юлашкинчен Иринăпа Ольăна лару-тăру улшăнмасассăн ашшĕ патне çыру çырма е укçа пухса Шупашкара çуран мар, автобуспа кайма сĕнтĕмĕр. Тепĕртакран хĕр пĕрчисем велосипед çине ларчĕç те, пирĕнпе сыв пуллашса каялла Шăмăршă еннелле хăпарса кайрĕç... Çак тĕл пулу юлташпа иксĕ-мĕре шухăша ячĕ. Кун пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулни вара чунтанах пăшăрхантарчĕ.


"Шăмăршă хыпарĕ"
05 июня 2004
00:00
Поделиться